Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«НАРСПИПЕ» ПУРНĂÇ ИЛЕМЛӖРЕХ

Пӗлтӗр кăна йӗркеленнӗ ансамбль номинацисенче çӗнтерет

Ҫутӑ Кӳлӗри илемлӗ клубра кашни уяв кунӗнчех мероприятисем иртеççӗ. Ялти хастарсем, хăйсем 60-тан иртнӗ пулин те, чаплă​ концертсем хатӗрлеççӗ. Мартăн 7-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне халалласа пӗлтӗр кăна йӗркеленнӗ «Нарспи» фольклор ансамблӗ (илемлӗх ертӳçи Зиля Хаертдинова) чăваш юррисемпе сцена çине тухрӗ. Концерт курма килнӗ çынсем номерсене питӗ юратса йышăнчӗç.

Пуш уйăхӗн пуçламăшӗнче Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа Азнакай районӗн Культура çуртӗнче ял клубӗсен хушшинче иртнӗ смотр-конкурсăн юлашки концерчӗ пулчӗ. Çак конкурсра пирӗн ял ансамблӗ те пӗрремӗш хут хутшăнчӗ. «Нарспи» ансамбль «Открытие года» номинацин çӗнтерӳçи пулса тăчӗ, хаклă парнене тата диплома тивӗçрӗ.
«Нарспи» ансамбль коллективне Çутă Кӳлӗ ялӗн пурнăçне илемлӗрех тума тăрăшнишӗн чӗререн тав тăватпăр, малашне​ республика шайӗнче иртекен конкурссене хутшăнса та малти вырăнсем çӗнсе илме ăнăçу сунатпăр.

Ухтияр ИЛЮХИН.
Çутă Кӳлӗ ялӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев