Сувар

Наталья Сергеева хăюллă режиссер

Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткин Наталия Сергееван пултарулӑх каҫӗ ноябрӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Ҫав каҫ театрта Ярослава Пулинович ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Вӑйлӑ хӗрарӑм» спектакле кӑтартнӑ. Юбиляр Жанна сӑнарне калӑпланӑ.

Наталия Сергеевӑна юбилейпа республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский тата ыттисем саламланӑ. Вăл çуралнă Шупашкар районӗнчен те делагаци пырса ҫитнӗ, тесе пӗлтерет «Чăваш халăх сайчӗ».

Аса илтерер: Наталия Сергеева юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 50 ҫул тултарчӗ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен (институтӗнчен) 1993 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑнах ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ӗҫе илнӗ. 2013 ҫулта вӑл Мускаври Культура, искусство тата туризм енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстермелли академирен вӗренсе тухнӑ. Юлашки ҫулсенче артистка режиссёр пулса тӑрӑшать. Н.Сергеева лартнă спектакльсем режиссурăри хăюлăхпа уйрăлса тăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: