Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци хăйӗн лидерӗсенчен пӗрне çухатрӗ

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Олег Николаевич Мустаев сасартăк вилсе кайни пирки тарăннăн хурланни çинчен пӗлтерет.

Чăваш тӗнчишӗн ку пысăк çухату. Наци хăйӗн лидерӗсенчен пӗрне çухатрӗ. Олег Мустаев чăваш культури Чӗмпӗр тăрăхӗнче, Чăваш Республикин тулашӗнче анлă сарăлтăр тесе, Тутарстанпа Ульяновск облаçӗнчи чăвашсем хушшинчи туслă çыхăнусене çирӗплетессишӗн нумай тăрăшрӗ. Хăватлă ертӳçӗ, шанчăклă юлташ, пысăк чунлă çын. Çапларах вăл пирӗн асра юлӗ.

Олег Николаевичăн тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе пӗрле хурланатпăр.

ТР ЧНКА Канашӗ
73online.ru сайтăн сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев