Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Наци мăнаçлăхӗ» ята илессе шанатпăр!

Раççей Халăхсен ассамблейин пуçарăвӗпе кăçал пӗрремӗш хут «Гордость нации» I Пӗтӗм Раççейри обществăлла преми конкурсӗ иртнӗ. Октябрӗн 27-мӗшӗнче ТАССра иртнӗ пресс-конференцирен Тутарстан Республикинчен те номинантсем пурри паллă пулчӗ.

ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçин пулăшуçи С.Садыкова пӗлтернӗ тăрăх, Преми конкурсне Нурлатри Чăваш наципе культура центрӗ те хутшăннă. Ăна Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ, ТР Халăхсен ассамблейин Нурлатри представительствин ертӳçи Галина Терентьева ертсе пырать. Пире вăл конкурса Уяв наци йăлипе заявка панине пӗлтерчӗ. Паллах, ентешӗмӗрсем номинант йышне кӗрессе хытă шанса тăратпăр.
Преми статуэтки кама лекесси ноябрӗн 3-мӗшӗнче тин паллă пулӗ.  РФ  Халăхсен      ассамблейин ертӳçи Светлана  Смирнова пӗлтернӗ тăрăх, чыслав церемонийӗ Мускаври «Геликон-опера» театрта пулать. Конкурсра конкуренци питӗ пысăк пулнине палăртса хăвармалла, Раççей регионӗсенчен пурӗ 700 ытла заявка килнӗ. Премин пӗрремӗш тапхăрӗ июлӗн 15 – сентябрӗн 15-мӗшӗсенче пулнă. Çакăн чухлӗ вăхăт панă заявкăсем ярса пама. Иккӗмӗш тапхăрӗ сентябрӗн 15-мӗшӗнче пуçланнă та уйăх вӗçлениччен пынă. Çак хушăра экспертсем çӗнтерӳçӗсене суйланă. Преми 7 номинаципе иртнипе 7 эксперт комиссийӗ йӗркеленнӗ. Октябрӗн 1-мӗшӗнче конкурс комиссийӗн ларăвӗнче номинантсене тепӗр хут пăхса тухнă. Светлана Смирнова сăмахӗсемпе, чи нумай суйласа илнӗ номинацисен шутне «Наци культурине упраса хăварассипе аталанăвне тӳпе хывни», «Тăван чӗлхене упраса хăварассине тӳпе хывни», «Этнокультура пӗрлешӗвӗсен чи лайăх практики».
Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла: октябрӗн 27-мӗшӗнче Пӗтреç районӗнче Тутарстан Халăхсен   ассамблейин ларăвӗнче те нурлатсене палăртса хăварнă. Ассамблейăн представительствине 15 пин тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ. Галина Терентьева ку укçапа Туслăх Çурчӗ валли кирлӗ япаласем туянма палăртнине пӗлтерчӗ.  (Г.Терентьеван харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗкре: Галина Терентьева).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество