Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци проекчӗпе Тутарстанра Йошкар-Ола – Ешӗлвар çулăн участокне М7 трасса таранах юсаса çӗнетӗç

Хусантан Шупашкара икӗ çулпа кайма пулать. Пӗри – Çӗрпӳ урлă выртакан Мускав çулӗ, анчах та унта машина нумай. Тепри – Марий Эл вăрманӗсем урли – инçерех, анчах унта машинасем сахалтарах. Пӗлтӗр икӗ çул çинче те кӗперсене юсатчӗç, çавна кура машинăсем капланса ларни çул вăхăтне самай пысăклататчӗ. Кăçал та çул юсавӗсӗр иртмест пулмалла.

Хальхи вăхăтра çулăн асфальтобетон сийне тикӗслес ӗçсем 37,7 пин тваткал метр лаптăкра, щебенкăпа мастика сине сарас ӗçсем 40,2 пин тваткал метр лаптăкра илсе пырăнаççӗ.

Рабочисем парковка «кӗсъисене» тата обществолла транспорт чарăнăвӗсене майлаштараççӗ. Çавăн пекех тротуарсен чулӗсене улăштарма палăртнă тата чукун çул переездӗнче резина виттине улăштарма. Унтан специалистсем çул знакӗсене, çуран çурекенсен каçмалли вырăнӗсене, светофорсене лартӗç.

Ремонт ӗçӗсене Ешӗлвар районӗнче автоçулăн 95-118 тата 100+358 учстокӗсенче 5,2 километр тăршшӗнче илсе пыраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев