Сувар

 НАЦИ ПРОЕКЧӖСЕМ МӖНЛЕ ПУРНĂÇЛАНАÇÇӖ?

​95 объектра тата авариллӗ çурт-йӗрӗн 3,77 пин тăваткал метрӗнче строительство, юсав ӗçӗсем пыраççӗ

 ​ТР Строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министерстви ведомствăн 100 çулхи юбилейне курăмлă ӗçсемпе кӗтсе илнине пӗлтерчӗ министрăн пӗрремӗш çумӗ Алексей Фролов «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире журналистсемпе тӗл пулсан. Министерство 2021 çулта демографипе, çурт-йӗр, хула тавралăхӗпе, экологипе, вӗрентӳпе, сывлăх сыхлавӗпе тата культурăпа çыхăннă пурӗ 6 наци проектне (федераци шайӗнчи – 12 ) хутшăнать. Хальхи вăхăтра республикăра 95 объектра тата авариллӗ çурт-йӗрӗн 3,77 пин тăваткал метрӗнче строительство, юсав ӗçӗсем пыраççӗ.

Çулла вӗçленсе пынă май пӗрремӗш пӗтӗмлетӳсемпе паллаштарчӗ те спикер. Вăл каланă тăрăх, ӗç-пуç хальлӗхе япăх мар, палăртнă план пурнăçланса пырать.​ «Сывлăх сыхлав» наци проекчӗн хӳттинче пурнăçланакан «Ача-пăча сывлăх сыхлавӗн аталанăвӗ, ачасене медицина пулăшăвӗ парассинчи инфраструктура» федераллă проектпа Хусанта чи пысăк медицина объекчӗн​ – Ача-пăча онкологи, гематологи тата хирурги центрӗн – строительствине вӗçленӗ. «Вӗрентӳ» нацпроектри «Хальхи шкул», «Кашни ачан çитӗнӗвӗ» федераллă проектсемпе Хусанти «Салават Купере» пурăнмалли комплексра 1224 вырăнлă, «Арт-Сити» комплекса 1501 вырăнлă çӗнӗ шкулăн строительстви 81 процента пурнăçланнă. Мӗслӗм тата Саба районӗсенчи 2 спорт залӗнчи юсав ӗçӗсем вӗçленнӗпе пӗрех. Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ тӗлне çӗнӗ 3 ача сачӗ те хатӗр пулӗ.
Тепӗр пӗлтерӗшлӗ, кирлӗ «Таса шыв» федераллă проектпа вара харăсах темиçе ӗç пырать. Вӗсенчен чи пысăкки​ – Ешӗлвар районӗнчи Васильевăри шыв илекен станцин строительстви. Кунта ӗçсене вӗçлесен Нурлата куçасса пӗлтерчӗ спикер. Ку районта шыв ыйтăвӗ çав тери çивӗч-мӗн, мӗншӗн тесен Çарăмсан юханшывӗ ăшăххипе халăха шыв çитмест. Кунсăр пуçне ку енӗпе регион программи те ӗçлет. Çапла майпа ТР Строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министерстви кăçал республика халăхӗн 93 процентне таса шывпа тивӗçтерме хатӗрленет.
«Мӗн-мӗн те, тасату сооруженийӗсемпе ӗçлеме тивет тесе эпир тӗлленмен те», – шӳтлӗн пӗлтерчӗ тепӗр наци проекчӗ пирки Алексей Фролов. «Атăла лайăхлатасси» федераллă проектпа Хусанти тасату сооруженийӗсемпе канализацисене тӗпрен юсаса çӗнетес ӗçӗн пӗрремӗш тапхăрӗ тата Пӗтреç районӗнчи Кощаково ялӗнче çӗнӗ тасату сооруженийӗн строительстви пуçланнă иккен.
Чи пысăк тепӗр «Пурăнмалли тата хула тавралăхӗ» наци проекчӗпе ӗçсем хальхи вăхăта 65 объектра тата авариллӗ çурт-йӗрӗн 3,77 пин тăваткал метрӗнче пыраççӗ. Халăха авариллӗ çуртран куçарассипе Хусанта кăна мар, районсенче те ӗçлеççӗ-мӗн. Асăннă наци проекчӗпе республикăра 49 обществăлла вырăн çӗнелсе илемленнине, Пӗтӗм Раççей конкурсӗнче çӗнтернӗ пӗчӗк хуласемпе историлле вырăнсене хăтлăх кӗртессипе çыхăннă тата тепӗр 8 проекта пурнăçлассине пӗлтернӗ май Алексей Фролов халăха тирпейлӗрех пулма ыйтрӗ. Республика пурнăçлакан çак ӗç вăл никамшăн та мар, хамăршăн пулнине аса илтерчӗ. «Укçа кӳрекен проект мар ку, кашнийӗмӗре пурăнма хăтлăрах пултăр тесе тăвăнакан ӗç. Эппин, тирпейлӗрех пулмалла, ватса пӗтермелле мар. Вандалсем ют çӗршывран килмеççӗ, хамăр хушăрах вӗсем», – терӗ кун пирки. Пӗтӗмӗшле илес пулсан, строительство, юсав ӗçӗсене​ кăçал çанталăк та, пандеми те чăрмантарман, вӗсем вăхăтра тата планпа пыраççӗ.

 ТР Строительство, архитектура тата çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министерствин пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: