Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци проекчӗсем пулӑшнипе республикӑра 50 программа ӗҫлет

Нацпроектсене пурнӑҫа кӗртессипе эпир йывӑрлӑхсем курмастпӑр

 Наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме нимӗн те чӑрмантармасть, мӗншӗн тесен ӗҫе кӗртмелли контрактсенчен чылайӑшне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.

Ҫакӑн ҫинчен парламентри бюджетӑн законопроектне пӑхса тухнӑ чухне ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов пӗлтернӗ.
"Паянхи куна наци проекчӗсемпе ҫирӗплетмелли контрактсен пайӗ шутпа та укҫа уйӑрассипе те 96 процента ҫитнӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн нацпроектсене пурнӑҫа кӗртессипе эпир теветкеллӗх курмастпӑр",– тесе палӑртнӑ Шагиахметов.
Кӑҫал Тутарстан 11 наци проектӗнче хутшӑнать, вӗсем пулӑшнипе 50 регионри проекта пурнӑҫа кӗртет. Часах Тутарстанри министерствосемпе ведомствосем тепӗр тапхӑра хатӗрленме тытӑнаҫҫӗ.

"2021 ҫулпа ӗҫе хастар пуҫӑнмалла: объектсен переченьне хатӗрлемелле, кӑтартусене тӗрӗслемелле. Вӗсем 2030 ҫулччен пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен РФ Президенчӗн „О национальных целях развития Российской Федерации на период до 2030 года“ указне пурнӑҫлатпӑр",– тесе палӑртнӑ  Мидхат Шагиахметов. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев