Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наци вӗрентӗвӗ – пирӗн чӗлхен, пирӗн пурнăçăн тӗп тӗнелӗ

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов Тутарстанра наци вӗрентӗвне халалланă республика форумне хутншăннă

«Пурнăç тăршшӗпе центнерсемпе, килограмсемпе, тоннăсемпе аппаланнăскерӗн, манăн ăс-тăн пахалăхӗсемпе ӗçлеме тивет, çак хаклăлăха нимӗнле виçепе те виçейместӗн. Ку сферăра эпӗ пачах та ăнланманни те нумай. Кашни кун хăвăншăн мӗн-тӗр çӗннине уçатăн, сӗнӳсем ыйтусем илтетӗн», – тесе каланă Марат Ахметов форума хутшăнакансене.

Вăл аса илтернӗ тăрăх, патшалăх вӗренӳ валли пысăк укçа уйăрать: «Çулталăкри бюджет – 128 миллиард тенкӗ. Çакă пирӗн республикăн пӗтӗмӗшле 340 миллиардлă бюджетӗнчен вӗрентӳ валли уйăрса парăнать. Наци вӗрентӗвне те тимлӗхсӗр хăварман. Йӗри-тавра пурте вырăс чӗлхи çине куçса пынă вăхăтра, пирӗн тăван чӗлхе тӗрӗслев витӗр тухмалла ахăр. Пирӗн йăхташсенче хамăр халăхăн шăпине палăртса унăн ăс-хакăл аталанăвӗнче хутшăнас килессине хускатайманни пуринчен те ытларах хумхантарать. Çак туртăм çулсем иртнӗçеммӗн вăйсăрланса пычӗ», - тесе шутлать Ахметов.
Çак сăмахсенех чăваш халăхӗ пирки те, мари халăхӗ пирки те, удмуртсем пирки те калама пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев