Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нацизма çӗнӗрен чӗртсе Раççей ветеранӗсене кӳрентерекенсен тӗрмере ларас е пысăк штраф тӳлес килмесен ӳлӗмрен чӗлхене çыртмах тивет

Oбществăлла вырăнта та, интернетра та кăшкăрашаймӗç текех. Мӗншӗн тесен РФ Уголовнăй кодексӗн 354-мӗш статйине кӗртнӗ улшăнусен законне РФ Президенчӗ Владимир Путин çак кунсенче алă пуснă. Правăпа çыхăннă информацисен интернет-порталӗнче документпа паллашма пулать

Ҫапла вара çӗнӗ законпа килӗшӳллӗн, ӳлӗмрен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче СССР ӗçӗ-хӗлӗ, ветерансем çинчен суя информаци сарма юрамасть. Йӗркене пăсакансене 3 миллион тенке яхăн штраф е виçӗ çулхи ӗç укçи (хушма тупăш) чухлӗ; е виçӗ çул тӗрме кӗтет.

Енчен те суя информацие ӗç вырăнӗпе усă курса е ушкăнпа пӗрле каварлашса массăллă хыпар хатӗрӗсем, интернет урлă сарсан штраф 5 миллион тенке (5 çулхи ӗç укçи (хушма тупăш) чухлӗ) тата тӗрме срокӗ 5 çула ӳсет. Айăплине должноçран хăтарма, хăш-пӗр ӗçпе ӗçлеме чарма та пултараççӗ.

Кунсăр пуçне Раççейӗн çар мухтавӗпе паллă кунӗсемпе çыхăннă сведенисенчен кулса обществăна кӳрентернӗшӗн, Раççей çар мухтавӗн символӗсене, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен астăвăмне киревсӗр мăшкăлланăшăн, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене хисепрен кăларса кӳрентернӗшӗн 3 миллион тенке çитиччен штраф тӳлеттереççӗ,​ обязательнăй йӗркепе 360 сехет​ ӗçлеттереççӗ тата виçӗ çула ирӗкрен хăтараççӗ. Енчен те преступленин шайӗ тата пысăкрах пулсан, наказани те çирӗпрех пулать, штраф сумми 5 миллион тенке, тӗрме срокӗ 5 çула çитет.

Хамăр корр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев