Сувар

Нацпроектсем республикӑна миллиарчӗ-миллиарчӗпе укҫа илсе кӗреҫҫӗ

Пӗлтӗр ҫак нацпроектпа Тутарстанра 205,8 км ҫул юсаса ҫӗнетнӗ

 

Наци проекчĕпе 2020 ҫулта Тутарстанра 44 ҫул объектне юсаса ҫӗнетмелле: Хусан таврашӗнче 27, Ҫырчалли агломерацийӗнче 15, Анат Камӑннинче – 2. Ҫак тӗллевсем валли 4,6 млрд тенкӗ уйӑраҫҫӗ, ҫав шутра 2,1 млрд федераллӑ бюджетран. Мӗн пур 44 объекпа патшалӑх контракчӗсем тунӑ.
Тутарстан "Хӑрушлӑхсӑр тата паха автоҫулсем" наци проектне пӗлтӗр пурнӑҫлама тытӑннӑ. Тӗп тӗллев – нормативлӑ пахалӑхлӑ ҫулсен шутне ӳстересси. Ҫак проект 12 нацпректсенчен пӗри, вӗсене 2019 ҫулхи январь уйӑхӗнчен РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫлаҫҫӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: