Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наука кунӗ умӗн Минниханов Тутарстанри ҫамрӑк ӑсчахсемпе тӗл пулать

Наука кунӗ умӗн, февралӗн 8-мӗшӗнче, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов Хусанти Завойский ячӗллӗ физикӑпа техника институтне килет, унта вӑл республикӑн ҫамрӑк ӑсчахсемпе тӗл пулать

Ҫакӑн пирки журналистсене Тутарстан Президенчӗн пресс-службин ертӳҫи Лилия Галимова пӗлтернӗ.

"Рустам Минниханов аслӑ вӗренӳ тата ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗ йӗркеленни ҫине питӗ тимлӗн пӑхать. Вӑл Тутарстанра ҫуралнӑ Раҫҫейри малта пыракан ВУЗсенче вӗренекен студентсемпе тӑтӑшах тӗл пулать", – палӑртнӑ вӑл.

Тутарстан Президенчӗ ВУЗри алмазри квант оптикине аталантарма йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи лабораторисене пӑхса тухӗ, ӑна институтри тӗпчевӗн результачӗсемпе паллаштарӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев