Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Нечкэбил» конкурс финалӗнче – чăваш çемйи. Максимовсемшӗн сасăлатпăр!

Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Татьяна Владимировна Максимова – «Нечкэбил» конкурс финалӗнче! Сасăласа çӗнтерме пулăшар маттур чăваш хӗрарăмне!

Тутарстан Республикинче çулсерен иртекен «Нечкэбил» амăшлăх илемӗпе çемье конкурсӗн кăçалхи финалӗччен шутлă кунсем юлчӗç. Çитес эрнекун, ноябрӗн 22-мӗшӗнче, Хусанти В.Ленин ячӗллӗ Культурăпа кану комплексӗнче (Копылов урамӗ, 2А çурт) конкурса пӗтӗмлетӗç. Финала тухнă 12 хӗрарăмран чи пултаруллине суйласа илӗç. 

Конкурс финалӗнче кăçал пултаруллă та маттур чăваш хӗрарăмӗ пур – Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Татьяна Максимова. Айтăр-ха, хисеплӗ вулаканăмăрсем, ентешӗмӗре хамăр сасса парса хавхалантарар. Татьянăшăн çак каçăпа куçса https://vk.com/photo-38301179_457270523 ноябрӗн 20-мӗшӗнчи 12.00 сехетчен сасăламалла. Сассăрсене ан шеллӗр, туссем! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: нечкэбил