Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нефть кӑларакан хуласене ҫӗнӗ телеканал пӗрлештерӗ

Асгат Сафаров хыпар хатӗрӗсене Тутарстанри ытти халӑхсен чӗлхисемпе те аталантарма чӗнсе каланӑ

  Ҫӗнӗ "ЮВТ-24" телеканал Тутарстанра 2021 ҫулхи февралӗн 14-мӗшӗччен кӑтартма тытӑнать. Ҫакӑн ҫинчен ТР Президент Аппапачӗн ертӳҫине Асгат Сафарова Республикӑри Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен "Татмедиа" агентствин коллегийӗнче пӗлтернӗ. 

"ЮВТ-24" проект республикӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ хулисене пӗрлештерӗ: Элмет, Азнакай, Пӗкӗлме, Заинск, Лениногорск, Павлӑ. Асӑннӑ кашни хулара "Татмедиа" АО филиалӗсем пур, ҫакӑ пире ӗҫтешсемпе пӗрле информаци повесткине йӗркелеме тата оперативлӑ информаци илме май парать", – тесе пӗлтернӗ Сафарова. 

Ҫӗнӗ телеканал хыпарӗсем эфира кашни кун тухӗҫ. ЮВТ-24 аудиторийӗ – 470 ытла пин ҫын. Эрнере вӑл 35 сехет эфирта пулӗ, унӑн сеть партнерӗ республикӑри "Татарсан-24" канал. Хальхи вӑхӑтра телеканалта ӗҫлекен ҫынсемпе семинарсем, мастер-классем ирттереҫҫӗ. Эфир икӗ чӗлхепе илсе пырӑнӗ, вырӑсла тата тутарла.

Ҫав вӑхӑтра Асгат Сафаров хыпар хатӗрӗсене Тутарстанри ытти халӑхсен чӗлхисемпе те аталантарма чӗнсе каланӑ.

"Глобализаци условийӗсенче тата трафика ҫӑмӑллӑн ӳстерме май пур чухне республикӑри халӑхсен чӗлхисемпе тухакан хыпар хатӗрӗсене аталантарни пӗлтерӗшлӗ.

Тӗнче улшӑннӑ, вӑл пиртен улшӑнусем кӗтет. Анчах сирӗн вӑйӑр эсир тӑван чӗлхесемпе паха контент туса кӑларма пултарнинче», – тенӗ Асгат Сафаров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев