Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч 85 çул тултарнă

Çак пулăма халалласа августăн 10-мӗшӗнче Шупашкарти К.В.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Анатолий Кипечӗн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен «Телей алă çупса тăнă чух» ятлă курав уçăлнă, тесе пӗлтерер «Хыпар» хаçат. Унта çыравçăн кĕнекисене, наградисене, ал çырăвĕсемпе тĕпчев ĕçĕсене, сăн ӳкерчĕксене тата ыттине тăратнă.

Юбиляра ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Ольга Куликова, Канаш районĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, «Канашсем» ентешлĕхӗн хастарĕсем, çыравçăсем тата Чăваш наци конгресӗн хастарӗсем саламларĕç. Канаш тăрăхĕнчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Ӗнерех Шупашкарти «Открытый город» портал Шупашкарăн хисеплӗ гражданинне суйласси пирки пӗтӗмлетӳсем тунă. Финала виçӗ çын тухнă пулнă, вӗсенчен пӗри Анатолий Кипеч. Анчах та интернет-сасăлавра чăваш халăх çыравçи иккӗмӗш вырăн кăна йышăннă. Малта Шупашкарти çăкăр завочӗн директорӗ Елена Бадаева пырать, вăл 5297 сасă пухнă. Анатолий Кипечӗн 1834 сасă кăна. Виççӗмӗш вырăнта 370 сасăпа стройфирма ертӳçи Александр Черкунов пырать. Сасăлав пӗтӗмлетӗвӗсене Шупашкарти хула депутачӗсен Пухăвне малашнехи йышăну тума ярса панă.

Анатолий Кипеч Шупашкарӗн хисеплӗ гражданинӗ пулассишӗн пӗрремӗш çул кӗрешмест. Шел пулин те, халăх хальхинче те халăх çыравçи майлă пулмарӗ.

gcheb.cap.ru тата «Хыпар» хаçат сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев