Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти "Рубин" Грозныйри "Ахмада" 2:1 шутпа ҫӗнтерчӗ

Анчах тӑтӑш виҫӗ хут ҫӗнтернӗ «Рубинӑн» тренерӗ «Ак Барс Арена» стадионӑн ертӳҫисене газон пахалӑхӗшӗн ятланӑ

«Эпир пӗлтӗр ҫулталӑкӗпе чан ҫапрӑмӑр. "Ак Барс Аренӑра" агрономне улӑштарчӗҫ. Анчах та унта шав мӗнле-тӗр мероприяти ирттерсен (туйсем, форумсем, Хакамадӑпа тӗлпулу) газона пӗтерсе пӑрахаҫҫех. Шӑрӑхра сарсан, газон курӑкӗ вилет. Халӗ пирӗн сакӑр кун хушшинче виҫӗ килти вӑйӑ. Эпӗ ӑнланатӑп, ку пирӗн стадион мар, футбол хирӗ мӗнлерех пулни никама та хумхантармасть. Пирӗн вара купипе травма, купипе проблема. Августа пӑхмасӑрах, газон пӗтсе пырать. Эпир ҫулталӑкӗпе тренировкӑсем ирттерекен базӑра газон питӗ лайӑх. Ҫавӑнпа пирӗн кунта килсе выляма та кӑмӑл ҫук.

Эп пӗлместӗп ӗнтӗ хӑш алӑка шаккамаллине те. Пирӗн лайӑх команда, ҫамрӑк, вӑйлӑ вылякансем нумай. Анчах та хире пӑсса эпир пирӗн командӑн шайне чакаратпӑр. Ҫав кӑна. Пӗлтӗр пирӗн тулашри вӑйӑсенчи кӑтартусем килтинчен ҫӳллӗрехчӗ", – тенӗ тарӑхса Леонид Слуцкий.

" Рубин" ФК пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев