Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер Владимир Жириновскийӗн чӗри тапма чарăннă

Çакăн çинчен РФ Патшалăх Думин ларăвне чарса унăн спикерӗ Вячеслав Володин пӗлтернӗ. ЛДПР партине ертсе пыракан политик 75 çулта пулнă. Вăл коронавируса пула вилнӗ.

Рустам Минниханов ЛДПР фракцийӗн ертӳçин тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонид Слуцкий ячӗпе хурлăхлă телеграмма янă.

«Владимир Вольфович Жириновский вилсе кайни пирки хурланса пӗлтӗм. Опытлă политик, хăватлă парламентарий, Раççейӗн чăн-чăн патриочӗ, çӗршыва çӗнетес тата пур енчен те аталантарас тесе пысăк ӗç турӗ.

Владимир Вольфовичăн пысăк йӗркелекен таланчӗ, унăн активлă гражданлăхӗ, пурнăçа наукăпа философи енчен хаклани – вăл туса хунă ЛДПР партин – çӗршыври чи пысăк обществопа политика пӗрлешӗвӗсенчен пӗрин ӗçӗнче палăрчӗ.  

Шанатăп, Владимир Вольфовича пӗлнӗ тата хисепленӗ çынсем çак хăйне евӗрлӗ те вăйлă çынна манмӗç. Пиртен уйрăлнă çыннăн тăванӗсемпе çывăх çыннисене, Сире тата партиецсене хурланни çинчен пӗлтеретӗп», - тесе çырнă телеграммăра. 

РФ Патшалăх Думин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев