Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнертен Тутарстанра маска тӑхӑнса ҫӳремесен те юрать

Маска режимне республикӑра 2020 ҫулхи апрель уйӑхенче кӗртнӗччӗ

COVID-19 чире ертекенсем самай чакнине кура республикӑри Оперативлӑ штаб обществоллӑ вырӑнсенче маска тӑхӑнса ҫӳремелли йӗркене чарса тӑма йышӑннӑ. 

Тутарстанӑн тӗп санитари врачӗ Марина Патяшина пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем пневмонияпа чирлес кӑтартусем ковидченхи шайра. Анчах та маска режимне пӗтӗмпех пӑрахӑҫламан, чарса кӑна тӑнӑ. Теветкеллӗх ушкӑнӗнчи ҫынсене Роспотребнадзор хӑйсене упрама, обществоллӑ вырӑнсенче маска тӑхӑнма сӗнет. 

Ку вӑл аслӑ ҫулти ҫынсем, чӗре, онкологи чирӗсемпе аптаракансем, йывӑр ҫын хӗрарӑмсем, тулли кӗлеткеллӗ, иммунитет дефицичӗллӗ ҫынсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев