Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнесем патшалăх субсидийӗсӗр юлмӗç

Тутарстанра кăçал уйрăм выльăх тытакан хуçалăхсен тăкакӗсене субсидилес тӗллевпе 448 млн тенкӗ уйăрма палăртнă. Пӗлтӗр çак тӗллевсем валли 403,5 млн тенкӗ уйăрнă пулнă.

«Ӗнесем усракансем валли субсидисене яланхилле август уйăхӗнче, тыр-пула пухса кӗртсен уйăраканччӗ, анчах та пӗлтӗр тата кăçал укçасене халăх патне апрель-май уйăхӗнче çитерӗç. Пӗлтӗртенпе субсидисем илме «Мои субсидии» цифра платформинче заявка пама пулать», - тесе пӗлтернӗ ТР ял-хуçалăхпа продовольстви министрӗн çумӗ Ришат Хабипов.

Ун сăмахӗсемпе, кăçал ӗнесемпе качакасем тытма (çав шутра ветеринари ӗçӗсене тума та) 350 млн тенкӗ уйăраççӗ.

«Енчен те фермер кил-çурт хуçалăхӗнче пӗр ӗне усрать пулсан, субсиди икӗ пин тенкӗ пулать, енчен те икӗ ӗне усрать пулсан, кашни ӗне пуçне виçшер пин тенкӗ уйăрӗç. Енчен те хуçа виçӗ е ытларах ӗне усрать пулсан, вӗсемшӗн кашнийӗшӗн тватшар пин тенкӗ парăнать. Унсăр пуçне ветеринари мероприятийӗсене туса ирттернӗшӗн те укçа тавăратпăр, кашни ӗне пуçне – 300 тенкӗ. Ку пысăк пулăшу. Мӗншӗн тесен Тутарстанри уйрăм хуçалăхсенче 100 пин пуç сăвăнакан ӗне, 300 пин пуç мăйракаллă шултăра выльăх усранать. Çакă республикăри пӗтӗмӗшле ӗне кӗтӗвӗн пӗрре виççӗмӗш пайӗ», - тесе палăртнă вăл.  

Сӗтпе ӗçлекен мини-фермăсене тăвакансем валли 50 млн тенкӗ, ăратлă тынасем туянас текенсем валли 10 млн тенкӗ, виçӗ çултан аслăрах лашасем усракансене пулăшма 8 млн тенкӗ уйăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев