Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнетнӗ хваттерсем малтанхисенчен лайӑхрах пулаҫҫӗ

Ҫырчаллинчи 48/20 ҫуртра газ сирпӗннӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен тунӑ хваттерсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ

Хула мэрӗ Наиль Магдеев задача лартнӑ: 10,11 тата 12-мӗш подъездсенче пурӑнакан ҫынсем Ҫӗнӗ Ҫула хӑйсен килӗсенче кӗтсе илмелле.

 Сирпӗнӗве пула арканнӑ хваттерсен хуҫисем отделка материалӗсене хӑйсем суйласа илнӗ. "Профит" ГК ӗҫ тӑвакан дмректорӗн Анатолий Кондюковӑн сӑмахӗсемпе, стенасене йӑлтах хваттер хуҫисен кӑмӑлне кайнӑ пек тунӑ. 

"Вӗсем хӑйсем гипермаркетсем тӑрӑх хӑйсене юрӑхлӑ вариантсем суйласа ҫӳрерӗҫ. Обойсене пурте суйласа пӗтерчӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем пӳлӗмсенчи обойсене тӗрлӗрен тӗспе тата фактурӑпа ҫыпӑҫтарма ыйтаҫҫӗ. Ыйтнине тӑватпӑр, хирӗҫлеместпӗр. Плиткӑпа тата алӑксемпе мӗн пур заявка пуҫтарса пӗтермен, кӗтетпӗр. Хваттерсен хуҫисем пире таварсен артикулӗсене памалла, эп р вара вӗсене туянатпӑр",– тесе палӑртнӑ вӑл.

Ҫӗнетнӗ хваттерсенче алӑкӗсем пурин те пӗр пек пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех мӗн пур юсанакан хваттерӗн балконне кӗленче лартӗҫ, газ сирпӗннӗ хваттертисӗр пуҫне. Ҫак хваттерӗн хуҫи сурансене чӑтаймасӑр вилнӗ, еткерҫисем халӗ те тупӑнман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев