Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнетнӗ Ленин палӑкӗ куҫран пӑхать пире

Хусанти Ленин палӑкне реконструкци хыҫҫӑн апрель уйӑхӗнче  уҫма хатӗрленеҫҫӗ

Хусанти Ирӗклӗх лапамӗнче вырнаҫнӑ В.И.Ленин палӑкне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн апрелӗн 22-мӗшӗнче чаплӑ лару-тӑрура уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен КПРФ партин Тутарстанри ертӳҫи Хафиз Миргалимов пӗлтернӗ.

"Ленин палӑкӗпе ӗҫ вӗҫленсе пырать. Эпир фотоальбом хатӗрлетпӗр. Апрель уйӑхӗнче, КПРФ съезчӗ умӗн (вӑл апрелӗн 24-мӗшӗнче иртет) е ун хыҫҫӑн ҫак пӑрлака пиренмпарти ертӳҫипе пӗрле уҫӑпӑр",– тесе пӗлтернӗ ТР Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ фракцийӗн ертӳҫи.

Пётр Яцыно скульпторпа Александр Гегелло архитектор палӑка 1954 ҫулта тунӑ. Монумента культура еткерлӗхӗн объекчӗ тесе йышӑннӑ. 66 ҫул хушшинче ӑна пӗрремӗш хут реставрацилеҫҫӗ.

 

 

   

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев