Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Никам та кӗреҫе йӑтса пулӑшма тухасшӑн мар, пурте ҫӑхав ҫыраҫҫӗ

Территорие юртан тасатнӑ чухне дворниксем машина айӗнчи юра асфальт таранченех тасатса илнӗ, вӗсем юра автомобиль кустӑрми айӗнче ҫеҫ хӑварнӑ

Ҫырчаллинчи дворниксем юр "кирпӗчӗсем" ҫинчи машинан сӑнӳкерчӗкепе тӗлӗнтернӗ.

Автохулари Замелекесьери дворсенчен пӗринче лартса хӑварнӑ машина юр хырма кансӗрленӗ. Территорие юртан тасатнӑ чухне дворниксем машина айӗнчи юра асфальт таранченех тасатса илнӗ, вӗсем юра автомобиль кустӑрми айӗнче ҫеҫ хӑварнӑ. Шурӑ "кирпӗчсен" пысӑкӑшӗ дворта юр мӗн хулӑнӗш пулнине кӑтартать. 

Ҫав вӑхӑтра Хусанта тасатса ӗлкӗреймен юра пула ҫул ҫинче "пӑкӑсем" йӗркеленеҫҫӗ. Дворсенче те юр нумай-ха. Тротуарсене, дворсенчен тухмалли ҫулсене тасатма управляющи компанисем мӗн пур вӑйсене янӑ. Дворсенче 2 пин ытла дворник ӗҫлет тата 200 техника. Анчах пурпӗр ӗлкӗрме йывӑр. Ҫынсем "Открытая Казань" площадкӑра 5 пине яхӑн ҫӑхав ҫырнӑ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев