Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

НИКАМ ТА МАНĂÇМАН

Асăну кӗнекисемпе архив докуменчӗсем пулăшнипе хамăр ялсен вăрçăри паттăрлăхӗ пирки пӗлтӗмӗр.

Нимӗç оккупанчӗсем систермесӗр пирӗн çӗршыв çине тапăнса кӗрсе совет халăхне калама çук пысăк хăрушлăха кӗртсе ӳкернӗ, нуша кӳнӗ. Вăрçăн малтанхи тапхăрӗнче – 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа июль варриччен – Совет Союзӗ пысăк çухатусем тӳснӗ. Хӗрлӗ Çарăн Хӗвеланăç чиккинче вырнаçнă 170 дивизирен малтанхи йывăр çапăçусенче 22 дивизи тӗппипех арканнă, 72 дивизин çурри кăна тăрса юлнă. Пит нумай самолет, танк, оруди юрăхсăра тухнă.  Çак кӗске вăхăтра кăна 850 пин салтак пуç хунă. Хăрушă та тискер вăрçă 1418 кунпа çӗр пынă вăхăтра тата сахал мар çухатусем пулнă, анчах та вăрçăн малтанхи кунӗсенчен пуçласах совет çыннисем фронтри çапăçусенче те, тылри ӗçре те пысăк паттăрлăх кăтартнă. Пӗчӗк кăна Беловка ялӗнчен хаяр тăшманпа çапăçма 138 çын фронта  тухса кайнă. Ялта юлнисем вӗсене хăйсене шеллемесӗр тăшманпа  çапăçма пулăшнă.
Юлашки çулсенче нумай архивсем уçăлчӗç, Асăну кӗнекисем пичетленсе тухрӗç. Çавсемпе усă курса унччен паллă пулман вăрçă ветеранӗсене тупма май килчӗ. Вунă çул каялла вӗсен шучӗ 107 кăна пулнă, паян вара 138-ра çитрӗ. Вăрçă ветеранӗсен награда хучӗсемпе усă курса вӗсен паттăрлăхӗ пирки те пӗлме май пулчӗ. Беловка ялӗн Иккӗмӗш тӗнче вăрçинче уйрăмах палăрнă паттăрӗсемпе вулакансене те  паллаштарасшăн.
Малтанах вулакана Беловка çыннисем 1921 çулччен Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче пурăнни çинчен асăрхаттарасшăн, мӗншӗн тесен каярах асăнакансем пайтахăшӗ Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă.

Евгений Сергеевич Фомин (1919 – 1945)
1919 çулта Çӗнӗ Ӳсел ялӗнче çуралнă. 1940 çулхи июнь уйăхӗнче Аксу çар комиссариачӗ урлă Хӗрлӗ Çар ретне тăнă. 1942 çултан ВКП(б) кандидачӗ. Фомин лейтенант Ленинград фронтӗнчи 1197 САПăн  СУ16  экипажӗн командирӗ пулса нимӗçсемпе çапăçнă.
Наградисем:
– Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденӗ (30.01.1943);
– Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин I степеньлӗ орденӗ (03.05.1944);
– 1944 çулхи апрелӗн 8-мӗшӗнче ăна Хӗрлӗ Ялав орденне пама тăратнă пулнă.
Вăрçă вӗçленес умӗн Евгений Сергеевич Берлин хулинче хыпарсăр çухалнă. Вăрçă хыççăн паттăрăн орденӗсене çар комиссариачӗн  ӗçченӗсем яла килсе амăшне, Ефросинья Титовнăна, парса хăварнă.
Фоминăн пӗр чыслав хучӗ çине çапла çырнă: «…За время боевых действий полка с 18.02.1944 г. тов. Фомин показал себя мужественным, смелым офицером. При прорыве оборонительной полосы противника на р. Многа 31.03.1944 г. подавил две пулеметные точки, одно ПТО, 3 дзота и уничтожил до десяти солдат противника. В боях за Коровье село поджег одно самоходное орудие «ферденант». Несмотря на ранение отказался уйти с поля боя и руководил экипажем до выполнения поставленной задачи.   Достоин правительственной награды – ордена Боевого Красного Знамени».

Никифор Никитович Уланов (1925 – 1986)
1943 çулхи сентябрӗн 28-мӗшӗнче Аксури РВКран вăрçа кайнă та 1-мӗш Прибалтика фрончӗн 270-мӗш Демидовски Хӗрлӗ Ялав стрелоксен дивизийӗн 975-мӗш стрелоксен полкӗнче автоматчиксен ротинче тăшманпа çапăçнă.
 Наградисем:
– «Хăюлăхшăн» медаль (15.07.1944);
– III степеньлӗ Мухтав орденӗ (02.08.1944);
– II степеньлӗ Мухтав орденӗ (23.08.1944);
– Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ (26.10.1944);
– I степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗ (06.04.1985).
Вăрçă хыççăн вăл нумай çул Аксури çул юсакан участокра мастер пулса ӗçлерӗ. Никифор Никитовичăн чыслав хучӗсенчен пӗринче çапла çырнă: «…В боях за населенный пункт Лейман 8 августа 1944 г. тов. Уланов вместе со своим командиром отделения младшим сержантом Костюковым, несмотря на сильный вражеский огонь из танка и пулеметов, первым ворвался в д.Лейман, где огнем из автомата быстро уничтожил трех  гитлеровцев».
 (Сергей УЛАНОВ. Аксу районӗ, Беловка. Автор архивӗнчи  сăнӳкерчӗксем).

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев