Сувар

Никам та, нимӗн те чараймасть

Йăлана кӗнӗ масштаблă «Вилӗмсӗр полк» та пулать. Чăн та, ытти çулсенчи пек, пурте пӗрле урам тăрăх утса мар. Онлайн-режимпа.

РФ Президенчӗ В. Путин майăн 9-мӗшӗнче пулакан Çӗнтерӳ парадне çӗршывра лару-тăру лайăхланиччен куçарма хушрӗ. Хальхи вăхăтра урăхла май çук, Раççейре те коронавирус чакмасть-ха. Анчах ниме пăхмасăр çӗршыври кашни çемьешӗн тем пек хаклă Майăн 9-мӗшне коронавирус ахаль куна çавăраймасть. Йăлана кӗнӗ масштаблă «Вилӗмсӗр полк» та пулать. Чăн та, ытти çулсенчи пек, пурте пӗрле урам тăрăх утса мар. Онлайн-режимпа. «Единая Россия» партин генеральнăй совечӗн секретарӗ Андрей Турчак калашле, пире хамăрăн паттăрсен портречӗсемпе балконсем çине тухма, чӳречесем çине хума, вăрçă вăхăтӗнчи юрăсене юрлама никам та, нимӗн те чараймасть. (В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: