Сувар

Никама та ҫӑмӑл мар, ҫапах та

Чӑваш пулар, пӗрле утар!

  

Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ вырăнти хыпар хатӗрӗсене тӗрев пама шантарнă. Нумай пулмасть Раççей Правительстви хыпар хатӗрӗсене коронавирус пандемии сарăлнипе уйрăмах шар курнă отрасльсен шутне кӗртни çинчен пӗлтӗмӗр.
Федераллă тӗрев меслечӗсен шутне çаксем кӗреççӗ: НДС-сăр пуçне çур çуллăха мӗн пур налога, тӳлессинчен отсрочка пани, арендăшăн тӳлессине çур çула куçарни, ӗç укçи тӳлеме тата кирлӗ тăкаксене саплаштарма процентсăр кредитсем пани, ӗçлекенсен страховой взносӗсене тӳлеме отсрочка пани тата ытти те.

Регион шайӗнче отрасле субсидисемпе грантсем парса тӗрев парӗç. Уйрăммăн илсен хыпар хатӗрӗсенче социаллă реклама пама хушма укçа уйăрасси. Çавăн пекех облаç правительстви аренда тӳлевӗсене саплаштарас ыйтăва та пăхса тухма палăртнă тата журналистене коронавирусран тӗрӗслессине те.
РФ Правительстви пуçлăхӗн ячӗпе хыпар хатӗрӗсене пандемияран шар курнă отрасльсен шутне кӗртме ыйтса Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов çыру çырса янă. Анчах та хальлӗхе пирӗн республикăра хаçат-журналсене конкретлă пулăшу парасси пирки влаçрисем калаçмаççӗ. Тен, вӗсем подписка кампанийӗ вӗçленессе кӗтеççӗ. Кам-мӗнле çухатусемпе тухать-ши унтан. Паллă ӗнтӗ, периодика продукцине кăларакансем кун пек чухне пурте пысăк предприяти е ведомство евӗрлӗ спонсорсем шыраççӗ. Лешсем пачки-пачкипе хаçат-журнал çырăнтарса параççӗ. Нумай тутар редакцине ТР Культура министерстви тӗрев парать. Пирӗн тата крешӗнсен хаçатне çеç списока кӗртмен. Çавăнпа та «Суварăн» шăпи пӗтӗмпех хамăр çырăнакансенчен килет. Енчен те вулакансем хаçата çырăнса тӗрев параççӗ-тӗк, эпир малашне те чăвашла хыпарсемпе ниме пăхмасăр вăхăтлă тивӗçтерсе тăратпăр.

Юри-им, кăçалхи çырăнтару кампанийӗн вăхăтне те кӗскетнӗ, вăл июнӗн 21-мӗшӗнче вӗçленет. Анчах вăхăт пур-ха. Хаçатăн кирлӗлӗхне, уссине туятăр пулсан, чăвашсен пӗрлӗхне тӗрев парассăр килет-тӗк, шанатпăр, эсир ăна çырăнатăр е ялти тăванăрсене çырăнтарса паратăр. ​ Чăваш пулар, пӗрле утар! 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: