Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Никас Сафронов Иван Яковлев портретне ӳкернӗ

"Ҫамрӑк чухне вырӑс пулас килет, хӗрӗхрен иртсен чӑваш пулас килет", - тенӗччӗ Аксу районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Роза Чентаева

Тӗнчипе паллӑ портретист Никас Сафронов нумай пулмасть Чӗмпӗрти И.Я.Яковлев ячӗллӗ музей комплексӗнче хӑй пуҫарнӑ ӳкерчӗксен "Впечатление" конкурса пӗтӗмлетнӗ. Художникӑн куравӗ Хальхи вӑхӑтра Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн музейӗнче иртет. 

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ Чӗмпӗрте ҫуралнине нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ, хӑйӗн ӳкерчӗкӗсен куравне вӑл ятарласа чӑваш шкулӗнче йӗркеленине ӳнерҫӗн тымарӗсем пирӗн халӑхпа ҫыхӑннипе ӑнлантарма пулать. 

"Впечатление" конкурсӑн йӗрки тӑрӑх, музейре экскурсире пулса курнӑ хыҫҫӑн 6-16 ҫулти ачасем хӑйсем курнинчен мӗн туйнине ӳкерсе кӑтартмӑлла пулнӑ. Конкурсӑн шайӗ ҫӳлӗ шайра пулнине унта Ульяновск облаҫӗнчи художество шкулӗсенче вӗренекенсем ачасем хутшӑнни ҫирӗплетет. Вӗсене пурне те Никас Сафронов хӑй портречӗллӗ шоколадпа хӑналанӑ. Юлашкинчен художник музее И.Я.Яковлев портретне парнеленӗ. 

Паллӑ чӑваш ӳнерҫин Виктор Аванмартӑн вӗренекенӗсенчен пӗри конкурсӑн призерӗ пулса тӑнӑ. 

В.Аванмарт сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство