Николаев космоса вӗҫнӗренпе 60 ҫул
Чӑваш халӑхӗн мухтавлă ывăлӗ Андриян Николаев тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑранпа паян шӑпах 60 ҫул
1962 ҫулта пӗрремӗш хут космоса тӳрех икӗ карап парӑнтарнӑ. Ушкӑнла вӗҫеве иккӗн пурнăçланӑ: ҫурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Андриян Николаев, 12-мĕшĕнче Павел Попович вӗҫсе хӑпарнӑ тӗнче уҫлӑхне. Вӗсем 4 талăка яхăн вӗҫнӗ те Ҫӗр ҫине ӑнӑҫлӑ таврăннӑ.
Ҫак паллӑ куна халалласа паян Чӑваш Республикинчи Сӗнтӗрвӑрри районĕнчи Шуршӑлта та, Шупашкарта та уяв митингӗсем пулаҫҫӗ. Велоспортсменсем йӑлана кӗнӗ чупӑва тухӗҫ. Шуршӑлти Космонавтика музейĕнче Роскосмоспа радиоҫыхӑнӑва тухӗҫ.
14:30 сехетре вара Чӑваш патшалӑх филармонийĕнче савӑнӑҫлӑ уяв иртет.
Хыпар
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев