Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николаевпа Минниханов тӗлпулăвӗ туслă хутшăнусене çирӗплетме пулăшӗ

Чăваш Ен Пуçлăхӗнче Олег Николаев 2020 çулхи январь уйăхӗнченпе ӗçлет. Çак вăхăтра вăл пӗрре те Тутарстана килменччӗ. Астăватăп, Михаил Игнатьев ăна ЧР Президентне лартсанах районсен пуçлăхӗсене пухса Хусана илсе пынăччӗ. Республика Уявӗнче те эпир Игнатьева пӗрре мар куртăмăр. 2018 çулта Шупашкарта федераллă Сабантуй ирттерни те Тутарстанпа Чăваш Ен хушшинчи хутшăнусем çирӗп пулни çинчен каларӗ.

Николаев пӗлтӗрхи Уява килмен, хăй вырăнне Тутарстанри Аксăва культура министрне янă хыççăн республикăсен ертӳçисен хушшинче сивӗ çил вӗçсе иртнӗ пулмалла тесе шухăшлакансем те пулкаларӗç кунти чăвашсен хушшинче. Патшалăх Думинче ӗçленӗ чухне Олег Николаев тăван чӗлхесене ашшӗ-амăшӗсен ирӗкӗпе вӗрентесси пирки калакан закона пуçарнине те манаймаççӗ пулмалла Хусанта. Анчах та сăлтавӗ ансат пулнă иккен –коронавирус. Апла пулин те кӳршӗсен пӗр-пӗринпе калаçмаллах, унсăрăн чикӗри хӳме ӳснӗçем ӳссе пыма пултарать. Ӗнер пăр ирӗлме пуçларӗ ахăр. Республикăсен ертӳçисем пӗр-пӗрне медальсем парсах тӗлпулу ирттерчӗç. Унтан «Тылри марафона» халалланă концертра та пӗрле сăмах каларӗç. 

Çак тӗлпулу иртнӗ хыççăн эпир Олег Николаев Сиктӗрмери Уява килесси çинчен пӗлтӗмӗр. Унсăр пуçне вăл Атăлçи Пăлхар ислам йышăннăранпа 1100 çул çитнине халалланă мероприятисене те хутшăнӗ. 

Пӗр ыйту кăна Тутарстан чăвашӗсене канăçсăрлантарать: мӗншӗн Чăваш Республикин Пуçлăхӗ вырăнти чăвашсемпе тӗлпулассине хăйӗн Хусанти программине кӗртмен?  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев