Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Сергеев салтаксене валли иккӗмӗш квадрокоптер илсе пачӗ

Хальхи çапăçусем ӗлӗкхи пек мар, электронлă техника кӗрешет: тепловизорсем, квадрокоптерсем, спутник. Тăшмана çӗнтерес тесен унран çирӗпрех, чеерех, вăйлăрах пулмалла. Çак ӗçре хальхи йышши техника хатӗрӗсем пулăшаççӗ.

Теччӗри паллă меценат Николай Сергеев пӗлтӗр хăйӗн районӗнчи пӗр салтака квадрокоптер илсе панăччӗ ӗнтӗ. Унăн пархатарлă ӗçне асăрхамаççӗ мар, район центрӗнче гуманитари пулăшăвӗ пуçтаракан пункт лайăх ӗçлет. Срегеевран тӗслӗх илекенсем те пур. Хальхинче те салтака кучченеçсен пысăк çӗклемне парса ячӗç теччӗсем. 
Николай Николаевич хăй те ыркăмăллăх ӗçне манма шутламасть. Кăçал ак ятарлă çар операцийӗ иртекен çӗртен отпуска килнӗ тепӗр салтака квадрокоптер илсе пачӗ. Теччӗ районӗнчи Федоровка ялӗнче пурăнакан С. çар комиссариатне хăй ирӗкӗпе кайнă. Хӗсметре çур çул иртсен 15 кунлăх килне канма килнӗ. Ăна поезда ăсатма Николай Сергеев Хусана хăй машинипе илсе килнӗ. 
«Май пур чухне пулăшмалла», – тет Теччӗ хулин хисеплӗ гражданинӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев