Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Иванович Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă «Беловка çăлкуçӗ» видеосăвăсен онлайн-конкурсӗн ПОЛОЖЕНИЙӖ

Кăçал майăн 14-мӗшӗнче Чăваш халăх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитет. Çакна тӗпе хурса Шелепин ентешӗсем – Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакансем – «Сувар» хаçат редакцийӗпе пӗрле «Беловка çăлкуçӗ» видеосăвăсен конкурсне ирттереççӗ. Унта ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ. Мӗн тумалла-ха унта хутшăнма? Николай Шелепи çырнă пӗр-пӗр сăвва каланине видео ӳкерсе илмелле те «Сувар» редакцин почтине е 89179076881 номерпе Ватсапп çине çырса тултарнă анкетăпа пӗрле ярса памалла. Вӗсене хаçатăн соцсетьсенчи страницисенче вырнаçтарăпăр. Сăвă калакансен видеороликӗсене апрелӗн 26-мӗшӗччен йышăнатпăр. Конкурса апрелӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлететпӗр. Çӗнтерӳçӗсене Беловкăри йӗркелӳ комитечӗ Николай Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă уява чӗнсе дипломсемпе, парнесемпе чыслать.

I. «Беловка çăлкуçӗ» видеосăвăсен онлайн-конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене Чăваш халăх поэчӗн пултарулăхӗпе анлăрах паллаштарас, чăваш чӗлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вулав пултарулăхне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

II. Видеосăвăсен онлайн-конкурсне йӗркелекенсем

А. Беловка ялӗнчи йеркелӳ комитечӗ

Ă. Тутарстанри чăвашсен «Сувар» республика хаçачӗ ( http://suvargazeta.ru)

 

III. Видеосăвăсен конкурс материалӗсен тытăмӗ

А. Жанр: сăвă.

Ă. Тема: Николай Иванович Шелепи çырнă хайлавсем.

Б. Тӗс: видео.

В. Чӗлхе: чăвашла.

Г. Ăшлăхӗ: видеокамера умӗнче вулаканăн сăвă ятне каламалла тата хăй çинчен каласа памалла (хăш республикăран е облаçран, районпа ял ятне, ăçта вӗреннипе е ӗçленине). Видео ӳкерекенӗн ятне, ачасене вӗрентекенӗн ятне анкетăра çырса пӗлтермелле.

Д. Программăсем тата хатӗрсем: видеона кирек мӗнле хатӗрпе те усă курса ӳкерме ирӗк пур – хуть смартфонпа, хуть профессиллӗ аппаратурăпа.

Е. Хушма ирӗксемпе чарусем: сăвва пăхмасăр вӗренсе туллин каласа  памалла. Поэма пулсан шухăш тӗлӗшӗнчен тулли пӗр-пӗр сыпăка хатӗрлемелле.

 

IV. Видеосăвăсен онлайн-конкурсне хутшăнакансем

Конкурса ачасем те, çамрăксем те, çитӗннисем те хутшăнма пултараççӗ.

Хаклама пайланă ушкăнсем:

А. 7-9 çулхи ачасем;

Б. 10-14 çулхи ачасем;

В. 15-20 çулхи çамрăксем;

Г. Аслисем.

 

V. Видеосăвăсен онлайн-конкурсӗн çӗнтерӳçисене палăртасси.

Видеосăвăсен онлайн-конкурсӗн çӗнтерӳçисене комисси пайташӗсем палăртаççӗ. Ӗçсен пахалăхне палăртма çак критерисемпе усă кураççӗ: вулав ăсталăхӗ (интонаципе вулав хăвăртлăхӗ, сасă тăхтавӗпе логика пусăмӗ, туйăмсен вăйӗпе чăнлăхӗ), видео пахалăхӗ, фон пахалăхӗ. Хакланă чухне комисси пайтшӗсем балсене 1-рен пуçласа 10 таран лартаççӗ.

Кашни ӳсӗмри çӗнтерӳçӗсене 2021 çулхи апрелӗн 30-мӗшӗ тӗлне палăртаççӗ. Малти вырăна тухнисене хисеп хучӗсемпе тата пӗчӗк парнесемпе савăнăçлă лару-тăрура, поэта халалланă уявра (хăçан пулассине пӗтӗмлетӳ хыççан пӗлтерӗпӗр) чыслаççӗ.

VI. Ăмăрту тапхăрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Конкурса хутшăнмалли йӗркепе условисем:

Конкурса хутшăнма çак япаласем кирлӗ:

А. Конкурса тăратакан видео;

Ă. Хутшăнаканăн анкети (1-мӗш хушăм);

Видеоматериалсене «Сувар» редакцийӗн suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе WhatsApp çине ярса памалла.

Хутшăнакан анкетине те çырса тултарса видеопа пӗрле ярса памалла.

 

Хутшăнмалли ирӗксемпе чарусем:

Онлайн-конкурса 2021 çулта ӳкернӗ ӗçсем кăна хутшăнма пултараççӗ. Килӗшӳсӗр, кăмăл-сипете тивӗçтермен тата апрелӗн 26-мӗшӗнчи 23 сехет хыççан килнӗ видеоматериалсене конкурса йышăнмаççӗ.

Ăмăрту тапхăрӗ:

Конкурс 2021 çулхи апрелӗн 30-мӗшӗччен пырать.  

- ӗçсене йышăнассине апрелӗн 26-мӗшӗнче, тунтикун, 23 сехетре вӗçлетпӗр;

- апрелӗн 27-29-мӗшӗнче хаклав ӗçӗ пырать;

- апрелӗн 30-мӗшӗнче конкурса пӗтӗмлететпӗр.

 

 

 

1-мӗш хушăм

 

Конкурса хутшăнаканăн АНКЕТИ

 

Хушамат, ят________________________________________________________________

Сăвă ячӗ_____________________________________________________________________

Республика, область_______________________________________________________

Район_______________________________________________________________________

Ял, хула ячӗ________________________________________________________________ 

Шкул ________________________________________________________________________
     Миçе çулта_________________________________________________________________

Педагогӗ (хатӗрленме пулăшаканӗ)______________________________________

Электронлă адрес__________________________________________________________

Телефон_____________________________________________________________________

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс Николай Иванович Полоруссов-Шелепи