Сувар

НИКОЛАЙ ЛАРИОНОВ 60 ÇУЛТА

Раççей Писательсен тата Журналистсен союзӗсен пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Николай Ларионов-Йӗлмел апрелӗн 25-мӗшӗнче 60 çул тултарчӗ

Раççей Писательсен тата Журналистсен союзӗсен пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Николай Ларионов-Йӗлмел апрелӗн 25-мӗшӗнче 60 çул тултарать.
Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗскер, ялти тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи шкулсенче вӗреннӗ. Ульяновскри строительство мастерӗсен шкулне, Чулхулари автотранспорт техникумне, Чăваш патшалăх университетне пӗтернӗ.

 

Çырас ӗçе 1995 çулта Ульяновск районӗн «Родина Ильича» хаçатӗнче пуçăннă. 1996 çулта Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçатне ӗçлеме куçнă, 2002 – 2018 çулсенче тӗп редакторта тăрăшнă.
Николай Николаевич «Сувар» хаçатпа яланах тачă çыхăну тытать, вăл çырнисем кашни номерте тенӗ пекех пичетленсе пыраççӗ. Ак халӗ те эсир хаçатăн çак страницинче унăн «Анне пилӗ» повеçӗн сыпăкӗн малаллине вулатăр. Тавтапуç ентешӗмӗре хаçатăмăра интереслӗ статьясемпе, калавсемпе, сăвăсемпе пуянлатма пулăшнăшăн. Николай Николаевич, хăй те пичетре самай çул тăрăшнăскер, вулакана мӗнле тема интереслине чунпа туять, çавăнпа та унăн материалӗсем яланах кăсăк пулса тухаççӗ. Унăн статйисем те, сăввисемпе калавӗсем те, куçарăвӗсем те пӗр пекех пысăк пахалăхлă.
Н.Ларионов 13 кӗнеке кăларнă: «Чӗре тапнă чух» (1998), «Чӗмпӗр тăрăхӗнчи «Канаш» хаçатăн малтанхи тата хальхи утăмӗсем» (2003), «Ради безопасности» (2006), «Чун хушнипе пурăнсан» (2009), «Чăваш тӗнчи аслă» (2013), «Чӗмпӗрти «Канаш» хаçат – 25 çулта» (2015), «Вутхӳре» (2016), «Чӗлхе пулсан пӗтместпӗр ӗмӗрте» (2017), «Ялан малти ретре» (2017), «Династия фермеров Ивандеевых» (2017), «Шураçка» (2018, 2019), «Подвиг во имя матери» (2019), «Парижран Байкал таран» (2020). Çак кунсенче тепӗр «Черновая работа» кӗнеки пичетрен тухмалла.
Николай Николаевича юбилей ячӗпе саламласа малашне те статья хыççăн статья, кӗнеке хыççăн кӗнеке çырма хавхалану, ăнăçу сунатпăр.
Редакци.
Н.Ларионовăн харпăр
архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

ЮБИЛЕЙ ЯЧӖПЕ!
             Н.Н.Ларионова хисеплесе
Чăвашсен патриархӗ çуралнă кунра
Килтӗн çак тӗнчене 60 çул каялла.
Ун хăвачӗ пурри сисӗнет-çке санра,
Вăл тиенӗ лавне тӗртнӗ чух малалла.
 
Нумай çул Чӗмпӗрте чӗрӳпе пăлханса,
Чăвашсемшӗн çунса ӗç тăван сахал мар,
Утăмсем тунă чух савăнса, хурланса,
Çăмăл мар çул çинче эс пыратăн хастар…
 
Парнелетӗн пире сăвăсем, калавсем,
Тӗрлӗрен очерксем интереслӗ çыран.
Малашне те час-час тухса тăччăр вӗсем,
Вӗсене яланах-çке кӗтетпӗр санран.
 
Пултăр шав юрату, шанăç, чăтăм чунра,
Пултăр пурăнăçра ытларах савăнни!
Кирлӗ йывăр чухне, питӗ япăх кунра,
Кӳрентернӗ çынна каçарма пултарни…
 
Сывлăх пултăр тата, ăнăçу та телей,
Пултарулăху сан ӳссе пытăр пӗрмай.
Юратса, упраса арăмна та хӗрне
Пурăн çак тӗнчере эс, юлташăм, нумай!
Андриян ГРИГОРЬЕВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: