НИКОЛАЙ ШЕЛЕПИ ÇУРАЛНĂРАНПА 140 ÇУЛ
Ентешӗмӗр чăваш сăвăçисен хушшинче пуринчен малтан «Чăваш халăх поэчӗ» ята илнӗ
Чăваш халăхӗн литературăра çутă йӗр хăварнă паллă çыннисенчен пӗри – пирӗн ентеш, пӗрремӗш Чăваш халăх поэчӗ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи. Мӗнле йăхран тухнă-ха халăх телейӗшӗн тăрăшса ӗçлесе чапа тухнă поэт?
ХVIII ӗмӗрӗн 70-80 çулӗсенчен тытăнсах Хусан кӗпӗрнин Чистай уесне кӗрекен Кăтăш вулăсӗнчи Çӗнӗ Ӳсел (халь Аксу районӗ) ялӗнче чăвашсемпе тутарсем пӗрле килӗштерсе пурăннă пулнă. Çак ялта Ялак йăхӗсем пайтахăн пурăннă, ывăлӗсем – Хумка, Макçăм, Лукьян тата Раман пунă. Ялакăн Иван ятлă мăнукне ялта чăн малтанхисен шутӗнче эрнекун праçникне пăхăнса тăракан йăларан вырсарникуна куçнăшăн «полорус» теме пуçлаççӗ, хушамачӗ те вара Полоруссов пулса каять.
Иван Максимович Полоруссов Кивӗ Мăкшелӗнчи Наçтук ятлă хӗре качча илнӗ. Çамрăк çемьере 1881 çулта Микулай ятлă ывăл, 1892 çулта Алтати ятлă хӗр, 1897 çулта тепӗр ывăл – Иван – çуралнă. Иван Максимовичăн аслашшӗ Ялак тата пулас поэтăн амăшӗн Анастасия Тимофеевнăн асламăшӗ Шелепи таврари чаплă юмахçăсем шутланса тăнă, халăх хушшинче çӳрекен халап-юмахсене каласа панисӗр пуçне халăхăн авалхи пурнăçӗ çинчен нумай тӗрлӗ легендăсем каласа кăтартнă. Çамрăк Микулай çав халап-юмахсене итлеме пит юратнă, пулас поэтăн тăнне çавсем тарăннăн кӗрсе юлнă.
Пултаруллă ача 1891 – 1895 çулсенче Кивӗ Мăкшелӗнчи пуçламăш шкулта вӗреннӗ, унтан вунă çул ытла тăван ялӗнче хресчен ӗçӗпе пурăннă. Çитмен пурнăçпа пурăнсан та пулас поэт йăхӗнчи çынсем ăс-тăн енчен пултаруллă шутланнă. Халăх сăмахлăхӗн пуянлăхне упраса пыраканскерсем мăнукӗн чӗринче поэзи çулăмне те аталанма пулăшнă. Ача чухне мӗн илтни пулас поэтăн асӗнчен тухман – вăл сăвăсем, тӗрлӗ легендăсем çырма тытăннă. Каярах хăйӗн литературăри псевдонимне авалхи тăванне – Шелепи ятлă юмахçа – хисеплесе йышăннă.
Николай Иванович 1901 çулта çемье çавăрнă. 1903 çулта мăшăрӗпе Мелания Степановнăпа иккӗшӗн Энтри ятлă ывăл çуралнă. Ялта хут пӗлекен çынсем пулманнипе Шелепи ял çыннисене нумай пулăшнă.
Н.И.Полоруссов-Шелепин литературăри творчестви 1905 – 1907 çулсенче аталаннă, ун хайлавӗсем Хусанта тухса тăнă «Хыпар» хаçатра пуçласа пичетленнӗ. Пӗр вăхăт ылтăн кăларакан приискинче чукун çул çинче рабочи пулса та ӗçлесе килет. 1906 тата 1909 çулсенче вӗсен çемйинче Элексантр ывăлӗпе Урине хӗрӗ çуралнă.
Патша тытăмӗн тискерлӗхне питлесе çырнă сăввисемшӗн ăна йӗрлеме тытăннă – пӗрре ял çыннисем пулăшнипе аран тарса хăтăлнă.
1914 çулта тăван ялне таврăнса учительте ӗçленӗ, ялти чухăнсене хут ӗçӗпе пулăшнă. Пӗрремӗш тӗнче вăрçи пуçлансан патша çарӗнче хӗсметре тăрать, канцеляринче тăрăшать. Сывлăхӗ шеп мар пулнипе ăна килне янă.
Октябрь революцийӗ хыççăн, 1918 çулта, Николай Иванович Кăтăш вулăсӗн секретарӗ пулса ӗçленӗ. Нумай вуланă, хăй тӗллӗн тăрăшса вӗреннӗ. Ял çыннисем сӗннипе пӗр вăхăт Çӗнӗ Ӳсел ял Совечӗн секретарӗнче тăрăшнă, сăвăсем çырма чарăнман.
Сăвăçăн арăмӗ Мелания Степановна чирлесе ир вилнӗ. Хусанта тухса тăракан «Канаш» хаçатпа тачă çыхăну тытнă сăвăç хаçат Шупашкара куçсан, 1922-мӗш çулта, хӗрӗпе Чăваш Республикине ӗçлеме куçнă. Поэтăн хӗрӗ Урине Шупашкарти Коммуна шкулӗнче вӗреннӗ.
Николай Шелепи тутарла питӗ лайăх пӗлнӗ. Тутарла та нумай çырнă вăл. Пӗрремӗш кӗнекине 1928 çулта тутар писателӗпе Зариф Баширипе Хусанта пичетлесе кăларнă. 1930-мӗш çулсенче унăн сăввисене вырăсла куçарма тытăнаççӗ.
1931 çулта Николай Иванович суккăрланнă. 1934 çулта ăна СССР Писательсен союзне илнӗ. 1936 çулта Николай Шелепи чăваш сăвăçисен хушшинче пуринчен малтан «Чăваш АССР халăх поэчӗ» ята илнӗ. 1938 çулта ăна литературăра нумай çул хушши ăнăçлă ӗçленӗшӗн «Хисеп Палли» орденпа чысланă.
Беловка ялӗ Шелепи ячӗпе тачă çыхăннă теес килет. Мӗншӗн тесен пӗрремӗш Чăваш халăх поэчӗн çывăх тăванӗсем вăл çуралса ӳснӗ Çӗнӗ Ӳселӗнчен 1921 çулта ытти чăвашсемпе пӗрле Беловка ялне пурăнма куçнă. Çӗнӗ ялта поэтăн ашшӗпе пӗртăванӗсем, тăван шăллӗпе йăмăкӗ, икӗ ывăлӗпе хӗрӗ пурăнаççӗ.
Шелепин аслă ывăлӗ Энтри (1903 – 1981) пичче ялта колхозра ӗçлесе пурăнчӗ. Эпӗ вăл пожарнăйра ӗçленине те астăватăп, ватăлас енне кайсан трактор отрядӗнче хуралта ӗçлерӗ. Вăл пит илӗртӳллӗ старикчӗ, ун тавра ялан ача-пăча хӗвӗшетчӗ, пайтах сăвăсем пӗлетчӗ. Хăшне-пӗрне, тен, хăйех те çырнă-тăр. Вăл Аслă вăрçă ветеранӗччӗ.
Шелепин тепӗр ывăлӗ Элексантр (1906 – 1981) педтехникумра вӗренсе тухса ялти шкулта тивӗçлӗ канăва тухичченех ӗçлерӗ – вăрçă ветеранӗ, сакăр ача ашшӗ.
Шелепин хӗрӗ Урине – Ирина Николаевна Полоруссова (1909 –1983) – Шупашкарти Коммуна шкулне пӗтернӗ хыççăн Хусанти педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. Çакăнта хăйӗн пулас упăшкипе паллашса çемье çавăрнă та Аксу районне шкула ӗçлеме таврăннă. Унăн упăшки, Алексей Васильевич Кузьмин, вăрçă пуçлансан Беловка ялӗнчен вăрçа тухса кайнă та вăрçăн малтанхи тапхăрӗнчех хыпарсăр çухалнă. Ирина Николаевна вара мӗн ватăличченех шкулта ачасене вӗрентнӗ, тăватă ачине пӗчченех çитӗнтернӗ.
Поэтăн йăмăкӗ Алтати кӳршӗ Сергеевка ялне качча тухнă. 1971 çулта çӗре кӗнӗ. Шăллӗ, Иван, вăрçă умӗн Беловка ялӗнче «Красное Знамя» колхозра счетоводра ӗçленӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче 1943 çулта тăшманпа çапăçса пуç хунă. Паянхи кун унăн 93 çул тултарнă хӗрӗ Полоруссова (Селиванова) Зинаида Ивановна Аксури хӗрӗ патӗнче пурăнать, ашшӗн фронтран çырнă çырăвӗсемпе сăнӳкерчӗксене тирпейлӗн упрать.
Паллă сăвăç хăй те шăллӗпе кӗрӳшӗ пекех Аслă Çӗнтерӳ кунне кӗтсе илеймен – 1945 çулхи кăрлач уйăхӗн 12-мӗшӗнче Николай Иванович Полоруссов-Шелепин чӗри тапма чарăннă. Ун çумӗнче юлашки çулсенче пӗрмаях иккӗмӗш мăшăрӗ Анна Григорьевна пулнă.
Анчах та Шелепи Тăван çӗршыв умӗнче парăмра юлман – унăн хаяр тăшмана ылханса çырнă сăввисем Çӗнтерӳ кунне çывхартса кӗтсе илме пулăшнă.
Николай Иванович Полоруссов-Шелепине халалласа Аксу районӗнче икӗ палăк вырнаçтарнă. Беловкăри палăкне ял çыннисем, уйрăмах вăл вăхăтра ялти библиотекăра ӗçленӗ, поэтăн тăванӗ Нина Владимировна Кожеманова (Ируськина) тăрăшнипе, 1991 çулта Шелепин 110 çулхи юбилейне халалласа уçнă. 2006 çулта Аксури 3-мӗш шкул çумӗнче поэтăн 125 çулхи юбилейне халалласа, Шупашкартан пысăк делегаци килсе Шелепи палăкне вырнаçтарнă (Н.Угаслов тăрăшнипе).
2008 çулта поэтăн Беловкăри бюстне Самарăра пурăнакан хамăр ял çынни Иван Николаевич Яковлев хăй шучӗпе çӗнетсе килсе пачӗ.
Кăçал, 2021 çулта беловкăсем Шелепин 140 çулхи юбилейне кӗтсе илме хатӗрленеççӗ, пӗлтӗр кӗркуннех поэтăн палăкне çӗнӗ вырăна – аслă ывăлӗ пурăннă çурт вырăнне куçарса лартрӗç.
Сергей УЛАНОВ.
Аксу районӗ,
Беловка.
Архиври сăнӳкерчӗксем.Николай Шелепи.
Н.И.Шелепи Элексантр ывăлӗпе, Аркадий мăнукӗпе тата
иккӗмӗш арăмӗпе Анна Григорьевнăпа. 1935 çул.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев