Нимпе танлашми пуянлăх
Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунне халалласа Наратлăри библиотекăпа Культура çурчӗн ӗçченӗсем ялти шкулта вӗренекенсем валли «Пирӗн илемлӗ, пуян тата янăравлă чӗлхемӗр» ятлă литература мероприятийӗ ирттерчӗç
Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунне халалласа Наратлăри библиотекăпа Культура çурчӗн ӗçченӗсем ялти шкулта вӗренекенсем валли «Пирӗн илемлӗ, пуян тата янăравлă чӗлхемӗр» ятлă литература мероприятийӗ ирттерчӗç.
Тăван чӗлхе — питӗ хаклă историлле пуянлăх. Эпир тӗнчешӗн мӗнпе интереслӗ-ха? Тӗрӗс, хамăрăн чӗлхе, культура пуррипе. Мероприятие ертсе пыракансем вӗренекенсене Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн И.Я.Яковлевăн чăваш çырулăхне йӗркелессинчи, чăваш чӗлхине аталантарассинчи тӳпи пирки тӗплӗн каласа пачӗç. Ачасем тăван чӗлхе пирки калакан ваттисен сăмахӗсемпе каларăшсене аса илчӗç, викторина ыйтăвӗсем çине хуравларӗç. Юлашкинчен чăваш чӗлхи çинчен сăвăсем каларӗç, юрăсем шăрантарчӗç.
Татьяна ДМИТРИЕВА,
библиотекарь.
Автор сăнӳкерчӗчем,
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев