Нихăçан та ан ватăл, асанне!
Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу шкулӗнче вӗренекен Данил Ильин асламăшне Мартăн 8-мӗшӗ ячӗпе ырă сăмахсем калать
Маншăн чи ырă çын вăл – асанне. Унпа эпир пӗр урамра, кӳршӗре пурăнатпăр. Манăн асанне – Вера Васильевна Ильина. Вăл Аслă Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ. Тăван яла юратнипе çакăнтах çемье çавăрса пурăннă.
Асанне почтальон пулса ӗçленӗ. Халь вăл тивӗçлӗ канура, пурпӗр ӗçе каять. Килне таврăнсан та асанне пӗрре те ахаль лармасть. Эпӗ ăна питӗ шеллетӗп, çавăнпа пулăшма тăрăшатăп: урай шăлатăп, чашăк-тирӗк çăватăп. Куншăн вăл савăнать, мана хăй çумне ăшшăн çупăрлать. Унăн чунӗ çав тери çемçе-çке!
Асанне мана шкулта лайăх вӗренме хушать, ялан тутлă апат-çимӗçпе хăналать, лайăх çын пулма сунать. Эпир, виçӗ мăнукӗ, ăна çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, ырă кун-çул сунатпăр. Нихăçан та ан ватăл, асанне!
Данил ИЛЬИН.
3-мӗш класс.
Ильинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗкре: Данил Ильин асламăшӗпе Вера Васильевнăпа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев