Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӑнӑҫлӑ фермерсене хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ

Вӗрентӳ 2021 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче пуҫланать

ТР Ял хуҫалӑх министерстви "Фермер шкулӗ" вӗрентӳ проектӗнче хутшӑнас текенсене конкурсра суйласа илесси ҫинчен пӗлтерет. Программӑна пурнӑҫа кӗртме Россельхозбанк та хутшӑнать.
Вӗрентӳ Хусан патшалӑх аграри университетӗнче иртет.
Россельхозбанк вӗрентӗвӗн – эффективлӑ фермер бизнесне" нульран" пуҫлассин – теори тата практика программине, ҫавӑн пекех хӑйсен ӗҫне пуҫланӑ усламҫӑсен квалификацине ӳстермелли вӗрентӗве хатӗрленӗ.
"Фермер шкулӗ" проект финанс тӗлӗшӗнчен тӗреклӗ тата рентабельлӗ фермер хуҫалӑхӗсене йӗркелеттересшӗн. Вӑл программа пулӑшнипе Тутарстанра ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленнисӗр пуҫне паха фермер продукцийӗн ҫӗнӗ бренчӗсем те пулӗҫ тесе шутлаҫҫӗ Россельзозбанкра.
Студентсене "сӗтпе какай", "кайӑк-кӗшӗк" направленийӗсемпе хатӗрлӗҫ.
Конкурсра хутшӑнас тесен январӗн 27-мӗшӗччен "Молочно-мясное скотоводство" е "Птицеводство" енӗпе презентаци тата видеоролик хатӗрлемелле, вӗсене тултарнӑ заявкӑпа пӗрле sh.fermer_rt@mail.ru электронлӑ почтӑпа ярса памалла.
Конкурс Положенийӗпе тата ытти документсемпе министерствӑн сайтӗнче паллашма пулать. Кашни хутшӑнаканран пӗр проект кӑна йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерекенсем "Агробизнес фермерского хозяйства" курсӑн 252 сехетлӗх тӳлевсӗр программине хутшӑнӗҫ. Вӗсене грант тӗревӗ илмешкӗн диплом та параҫҫӗ.
Вӗрентӳ 2021 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче пуҫланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев