Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Хусан центрне машинăсене кӗртмеççӗ

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче ирхине 6 сехетрен пуçласа 13 сехетчен Миславски тата К.Маркс урамӗнчен пуçласа Большая Красная таран урамсене хупаççӗ...

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Турă амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗ. Çак куна халалласа Хусанти тӗп храмсенчен пӗринче – Крестовоздвиженски чиркӗвӗнче – ноябрӗн 3-мӗшӗнче уяв умӗнхи каçхи кӗлӗ пулать. 4-мӗшӗнче ирхине 9 сехетре Кремль территорийӗнчи Благовещени соборӗнче Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан уяв литургине ирттерет. Тӗне ӗненекенсемпе чиркӳ çыннисем ун хыççăн Кремль тавра тата Бауман – К.Маркс – Большая Красная – Миславски урамӗсемпе Крестовоздвиженски храм патне çити хӗрес йăтса утаççӗ.

Çавна кура ноябрӗн 4-мӗшӗнче ирхине 6 сехетрен пуçласа 13 сехетчен Миславски тата К.Маркс урамӗнчен пуçласа Большая Красная таран урамсене хупаççӗ, автомобилистсене çак вырăнтан çаврăнса каймаллине аса илтеретпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество