Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрӗн 6-мӗшӗнче Якаелӗн тӗп урамӗсем Ханой хулине аса илтернӗ

Вьетнамăн тӗп хулинче те велосипедпа çӳрекен нумай, чăваш ялӗнче те вăл кашни килӗре пур

Нурлат районӗнчи Якаел ялӗнчи велосипедистсем Тутарстан Конституцийӗн кунне халалласа велочупу йӗркеленӗ. Республика ялавӗсене тимӗр утсем çине çирӗплетсе велосипед хуçисем Якаелӗн Культура çурчӗ патӗнчен тапраннă. Вырăнти ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Хасибулла Хамидуллин колоннăна хăй ертсе пынă.

Маршрут Якаелӗнчен Салтакьелне çити пулнă. Çул тăршшӗпе Хасибулла Хабибуллович педаль çавăракансене мегафонпа чăвашла тата тутарла шӳтсем каласа хавхалантарнă. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ нумай чӗлхе пӗлнипе ăна Республика Уявне те активлă хутшăнтарнă. Е такмак калаттарса «уяв мунчине» кӗртнӗ, е четвӗрт тыттарса алăк умне хăнасене кӗтме тăратнă.

«Пултаруллă çын ăçта та пултаруллă çав», – теççӗ Якаел пенсионерӗсем ун çинчен. Çавăнпа кашни суйлавра ял пуçлăхӗ пулма суйлаççӗ те.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев