Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрьте Октябрьски посёлокра пӑшал пенӗ

Хулиганӑн 3 статьяпа явап тытма тивет

 

Тутарстанра 54-ри арҫын пирки тӳрех виҫӗ уголовнӑй ӗҫ хускатнӑ – хулиганствошӑн, пӑшал тунӑшӑн тата вӑрттӑн пӑшал упраса пурӑннӑшӑн.
Обрезпа бар чӳречисенчен перекен хулигана йӗрке хуралҫисем тытса чарни ҫинчен пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.
Полицине Ешӗлвар районӗнчи Октябрьский поселокӗнче пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнни ҫинчен пӗлтернӗ.
Вырӑна ҫитсен йӗрке хуралҫисем пӗр барӑн чӳречисем ҫӗмрӗк пулнине асӑрханӑ. Унта пӑшалпа пенӗ йӗрсем пулнӑ.
Хулигана хӑвӑрт тупса палӑртнӑ. Вӑл 54 ҫулти вырӑнти арҫын пулнӑ. Арҫын пӑшала вӑрманта тупни ҫинчен пӗлтернӗ, вӑл ӑна килне илсе килсе унтан обрез тунӑ. Полицейскисем арҫын пӑшалне туртса илнӗ. Ун пирки "Хулиганство", «Незаконные приобретение, передача, сбыт, хранение, перевозка или ношение оружия, его основных частей, боеприпасов» тата «Незаконное изготовление оружия" статьясемпе уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев