Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнтерӳ уявӗ тӗлне 28 урама хӑт кӗртӗҫ

Ҫак проект ҫынсене урам ячӗсене  панӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсем ҫинчен аса илтермелле

 

Тутарстанра кӑҫал "Ҫӗнтерӳ урамӗ" федераллӑ проектпа 28 урама юсама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак федераллӑ проект "Хӑрушлӑхсӑр тата паха автоҫулсем" наци проекчӗн пӗр пайӗ пулса тӑрать.
"Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ пуҫару тӑрӑх, вӑрҫӑ паттӑрӗсен е Ҫӗнтерӳ Кунӗ ячӗпе панӑ урамсене, проспектсене, лапамсене йӗркене кӗртесси", – палӑртнӑ ТР Ҫул-йӗр министерствин пресс-служби.
Кӑҫал 16 урамра машина ҫулӗсене юсӗҫ е каҫса ҫӳремелли переходсене. 12 урамра тротуарсене хӑтлӑх кӗртӗҫ тата ҫул паллисене вырнаҫтарӗҫ.

Ҫапла Хусанта Ҫӗнтерӳ проспекчӗн, Рихард Зорге урамӗн пайӗсене" Хӑрушлӑхсӑр тата паха автоҫулсем" наци проекчӗпе тӑваҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне "Ҫӗнтерӳ урамӗ" проектпа Тутарстанри 7 районри объектсене юсаса ҫӗнетмелле. Агрызри Шабалин, Шамсутдинов тата Гайнуллин урамӗсенче урам урлӑ каҫмалли устройство тума палӑртнӑ. Азнакайра Джалиль урамӗнчи ҫулӑн асфальтне улӑштарӗҫ, ҫавӑн пекех Ҫӗнтерӳ лапамне тирпейлӗҫ. Аксура Мазилин тата Ҫӗнтерӳ урамӗсене ҫӗнетӗҫ. Пӗкӗлмере Георгий Жуковпа Николай Сентюков, Пӑлхарта – Абдулла Алиш, Теччӗре – Ҫӗнтерӗвӗн 50 ҫулӗ тата Родионов урамӗсене тирпейлӗҫ. Ютазӑ районӗнчи Кивӗ Уруссу ялӗнче Рокоссовский урамне, Байряки-Тамак ялӗнче Шарипов Герой урамне щебенка сарӗҫ.
"Ҫӗнтерӳ урамӗ" проект ҫынсене урам ячӗсене  панӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсем ҫинчен аса илтермелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев