Нумай çул пулманшăн каçару ыйтрăмăр
Пирӗн асатте Иван Никифорович Герасимов 1942 çулхи январӗн 2-мӗшӗнче хӳтӗлев чиккине тунă чух чирлесе вилнине, ăна Теччӗ районӗнчи Аслă Турма ял масарӗнче пытарнине мӗн пӗчӗкрен пӗлнӗ эпӗ (асаннепе атте каласа панă). Атте çамрăк чух ун вилтăпри çине кайса хăй ăсталанă (сварщикчӗ вăл пирӗн) картапа палăк та лартнă. Пире те унта илсе каясла калаçатчӗ, анчах... кун хыççăн кун иртрӗ, кулленхи ӗçсене пула ниепле те каяймарăмăр. Теччӗ районӗ пиртен çав териех инçе пулмасан та.
Асатте Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлăра 1908 çулта çуралнă. Çитӗнсен кӳршӗ ялти тăлăх хӗрпе Татьянăпа çемье çавăрнă. Колхозра конюхра ӗçленӗ. Вăрçă пуçлансан ăна та çар комиссариатӗнчен хут килнӗ. 1942 çулхи январӗн 2-мӗшӗнче Теччӗ тăрăхӗнче вилнӗ вăл пирӗн. Февраль уйăхӗн пуçламăшӗнче вара виççӗмӗш ачи çуралнă. Асанне ачисене пӗчченех ӳстерсе пурнăç çулӗ çине тăратнă. Пурнăçра йывăр килсен те ӗмӗрӗ вăрăм пулчӗ, ывăлӗн çемйипе пурăнса 97 çулта вилчӗ.Асанне те, атте те тахçанах çук ӗнтӗ халӗ. Асаттен вилтăпри çине кайса килес шухăш яланах пулнă-ха ман, анчах каллех ырана хăварса пытăм.
Кăçал июль уйăхӗнче палламан номертен пӗр арçын шăнкăравларӗ. Хăй Теччӗ хулинчи Анатолий Сергеевич Хохлов пулнине каларӗ. Вăрçă вăхăтӗнче Атăлçи тăрăхӗнчи хӳтӗлев чиккин строительствин историне тӗпчет иккен вăл. Унта ӗçленӗ чух вилнисене ăçта пытарнине палăртса тăванӗсене шырать. Асатте çинчен эпир мӗн пӗлнине те ыйтса пӗлчӗ. Вилтăприйӗ юлашки çулсенче питӗ юхăннине, совет самани вăхăтӗнче шкул ачисем тирпейлесе тăнине, çуллен май уйăхӗн – 9, июнӗн 22-мӗшӗсенче килсе асăннине каларӗ.
Шыравçăн шăнкăравӗ çав тери хумхантарчӗ мана. Çемьепе, иккӗмӗш сыпăкри тăвансемпе (вӗсем те асаттен мăнукӗсем) канашланă хыççăн асаттен вилтăпри çине кайса килме шут тытрăмăр. Августăн пӗрремӗш шăматкунӗнче мăшăрпа ывăл, Пӗкӗлмерен килнӗ иккӗмӗш сыпăкри аппапа пӗрле эпир çула тухрăмăр.
Аслă Турма ялне 5 сехетрен çитрӗмӗр. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Н.Г.Салихов кӗтсе илчӗ пире. Асаттен вилтăпри патне илсе кайрӗ. Ăна мăсăльман масарӗн кӗтессине пытарнă иккен. Уйрăммăн тăракан вилтăприне йывăç-курăк пусса илнӗрен тупма та йывăр. Картипе палăкӗ пурри кăна пулăшрӗ. Унччен ăна пăхса тăни те савăнтарчӗ пире: картине темиçе хут та сăрлани палăрать, çывăхӗнчи пысăк йывăçсене каснă, кивӗ веноксем те пур.
Эпир вилтăпри çинчи, çывăхӗнчи йывăç-курăка 4 сехет касса-çумласа тасатрăмăр, унчченхи йывăç тӗмӗсене кăкларăмăр. Çурма çӗр ăшне путнă палăка чавса çӗнӗрен вырнаçтарчӗ мăшăрăм. Çӗрне тасатса тикӗслерӗмӗр, картипе палăкне сăрларăмăр, чечек лартрăмăр. Ӗçе вӗçленӗ хыççăн асатте-кукаçие асăнса тăнăç пурнăçшăн тав турăмăр, нумай çул килменшӗн каçару та ыйтрăмăр. Çапла çăмăл чӗрепе килелле кайма тухрăмăр эпир. Малашне час-час килсе асăнса, вилтăприне тирпейлесе тăрасчӗ-ха. Асаттен ятне-шывне çырнă хăма та вырнаçтарас кăмăл пысăк, мӗншӗн тесен унта çырни çукран кама пытарни паллă мар, масар картинчен тӳрех ун патне кӗме пӗчӗк алăк та тăвас ӗмӗт пур. Унсăрăн йывăç-курăк хушшипе вилтăпри патне утма кансӗр.
Анатолий Сергеевичпа эпир кун хыççăн тата темиçе хут та шăнкăравласа калаçрăмăр. Вăл мана хӳтӗлев чиккин строительствин историйӗпе, ăна чавнă чух вилнисен географийӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Анатолий Сергеевича историн манăçса пыракан страницисене çӗнӗрен чӗртес пархатарлă ӗçӗшӗн, астăвăма упранăшăн хаçат урлă тав туса çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатăп. Çаплах Аслă Турма ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе мăшăрне пире тарават кӗтсе илнӗшӗн, асаттен вилтăприне кăтартнăшăн тата эпир каснă йывăçсене тасатнăшăн тав тăватпăр. (Светлана ИВАНОВА.Нурлат районӗ.Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев