Сувар

Нумай ачаллӑ ҫемьесене Минниханов планшет компьютерӗсемпе тивӗҫтерме хушнӑ

Вӗренсе пӗтерсен планшетсем каялла шкула таврӑнӗҫ

Паян ТР вӗрентӳпе наука тата цифра аталанӑвӗн министрӗсемпе тӗлпулнӑ хушӑра Рустам Минниханов чиновниксене ОГЭ тата ЕГЭ пама хатӗрленекен 9-па 11-мӗш клас вӗренекенӗсен хушшинче сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем те пуррине аса илтернӗ.
"Яваплӑ тапхӑра хатӗрленекен ачасене вӗренсе тухмалли экзаменсене парассинче пулӑшмалла. Ачасем кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнине пула тарӑхмалла мар, пирӗн вӗсене условисем туса памалла, хальхи вӑхӑтра сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшмалла", – тенӗ Рустам Минниханов.

ТР Президенчӗ маларах интернет урлӑ онлайн-уроксем ирттернине сӑнанӑ.  Вӗренекенсемпе тата педагогсемпе калаҫнӑ чухне вӑл ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ ҫемьесен виртуаллӑ уроксене хутшӑнмалли техника туянма укҫи-тенки ҫукки ҫивӗч ыйту пулнине те.
Рустам Минниханов ҫӗнӗ йышши 2 пин планшет туянма хушнӑ. Устройствӑсене шкулсене парӗҫ, вӗсенчен ҫемьесене. Вӗренсе пӗтерсен планшетсем шкула таврӑнӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: