Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нумай функциллӗ центрсем вырсарникун та ӗçлӗç

Вӗсен уссине тата меллӗхне республика гражданӗсем тивӗçлипе хакларӗç. Хальхи вăхăтра МФЦ-сем питӗ кирлӗ пулса тăчӗç. Çак кунсенче Хусанта тата икӗ нумай функциллӗ центр уçăлмалла, вӗсенчен пӗри «Сувар« хаçатăн малтанхи вырăнӗнче – Чистопольски урамӗн 5-мӗш çуртӗнчи иккӗмӗш хутӗнче.

Чарусене кӗртнипе республикăри нумай функциллӗ центрсен ӗçӗ ӳснӗ, вӗсем ноябрь уявӗсем вăхăтӗнче те ӗçлӗç. Вакцинаци иртнӗ çынсем часрах куар-кочӗсене илесшӗн. Палăртса хăвармалла, ноябрӗн 4,6,7-мӗшӗсенче нумай функциллӗ центрсем пӗр услугăпа çеç тивӗçтерӗç – ЕСИА-ра учет записьне çирӗплетессипе тата куар-кодлă сертификатсене пичетлесе кăларассипе. Çав вăхăтра, ноябрӗн 5-мӗшӗнче МФЦ-ра мӗн пур услугăна илме май пулӗ, ӗç вăхăчӗ кăна пӗр сехете кӗскелет.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев