Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нумай функциллӗ центрсем заявленисем йышӑнма пуҫланӑ

Унта кайнӑ чухне ҫынсен маскӑ тата перчетке тӑхӑнмалла, социаллӑ хӑрушсӑрлӑхӑн хутлӑхне тытса пымалла

 

Тутарстанри нумай функциллӗ центрсем июнӗн 5-мӗшӗнчен Конституцие кӗртнӗ тӳрлетӳсемпе иртекен сасӑлав участокне суйласси пирки заявленисене йышӑнма пуҫлаҫҫӗ.
"Кӑмӑл тӑвакансем июлӗн 1-мӗшӗнче пулса иртекен пӗтӗмраҫҫейри сасӑлава "Мобильный избиратель" механизм пулӑшнипе хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Тутарстансем пропискӑпа мар, хӑйсем пурӑннӑ вырӑнта сасӑлама пултараҫҫӗ. Ҫакӑн валли июнӗн 5-21-мӗшӗсенче заявлени парса ӗлкӗрмелле",– тесе пӗлтерет НФЦ  пресс-центрӗ.
Нумай функциллӗ центрта кирлӗ участока суйласа илнӗ чухне паспорт кирлӗ пулать. Унта кайнӑ чухне ҫынсен маскӑ тата перчетке тӑхӑнмалла, социаллӑ хӑрушсӑрлӑхӑн хутлӑхне тытса пымалла. Заявительсене санитарлӑ хӑрушсӑрлӑх нормисене пӑхӑнса йышӑнӗҫ.
Заявленисене пама "Мои документы" ятлӑ кирек хӑш офисра та пулать. Вӗсен ӗҫ графикӗпе учрежденин официаллӑ сайтӗнче паллашма пулать.
Заявленисене территорири суйлав комиссине  те РФ Пашлалӑх услугисен порталӗ урлӑ июнӗн 16-21-мӗшӗсенче пама пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев