Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлат пуҫлӑхӗ Уявпа чӑвашла саламланӑ

Районти тӑван чӗлхепе калаҫман чӑвашсене лайӑх тӗртсе илнӗ

Алмаз Ахметшин Нурлат районне пӗр ҫул кӑна ертсе пымасть, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр сӑмахсене вӗренме те пултарнӑ-тӑр. Июнӗн 29-мӗшӗнче Якаелне район Уявне пухӑннисене вӑл чӑваш чӗлхипе саламланӑ тесе ӗнентерет вырӑнти хыпар ҫӑлкуҫӗ. 

Пуҫлӑхсем чӑвашла вӗренни - халӑха хисеплени, ку дипломатине эпир йышӑнатпӑр. Районти чӗлхене манса пыракан  чӑвашсене лайӑх тӗртсе илнӗ-ха. 

"Нурлат районӗнчи чӑвашсем халӑхӑн пуян культурине упраса хӑварнӑ кӑна мар, ӑна паян та аталантараҫҫӗ. Шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентеҫҫӗ, районта чӑвашла хаҫат тухать, чӑваш пултарулӑх ушкӑнӗсем Нурлат чысне чылай культура мероприятисенче хӳтӗлеҫҫӗ", - тенӗ Алмаз Салимович. Вӑл ӗҫре палӑрнӑ Нурлат чӑвашӗсене Хисеп хучӗсем парса чысланӑ. 

Ҫын нумай пухӑннӑ район Уявне, чӑваш фольклор коллективӗсем кӑна вӗт Нурлатра 17-ӗн. Шупашкарти артистсенчен А.Сорокин, А.Акӑшпи, С. Кувшинов савӑнтарнӑ ҫынсене. Кӑҫалхи Уяв халӑх валли иртнӗ. Тепӗр ҫул вӑл Ялавӑрта пулӗ. 

Ҫитес эрнере Нурлатри чӑваш ансамблӗсем Аксури республика Уявне хутшӑнӗҫ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев