Нурлат сунарçисем 100 патрон ытла пуçтарса панă
Тутарстанри сунарçăсем ятарлă çар операци зонине пăшал кăна мар, патронсем те яраççӗ. Кун пек пулăшăва СВОна Нурлат районӗнчи сунарçăсем те иккӗмӗш хут ăсатаççӗ. Хальхинче вӗсем 100 ытла патрон пуçтарнине, çитес вăхăтра пулăшу кирлӗ çӗре çитме тивӗçлине пӗлтерет ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби.
«Кун пек йышши пулăшу нихăçан та ытлашши пулмӗ, çавăнпа республикăра пурăнакансене килти сунар пăшалӗсене ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли яма май пурри çинчен аса илтеретӗп. Хăйсен пăшалӗсене тата патронӗсене килсе панă сунарçăсене тав сăмахӗ калатăп», – пӗлтерет ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн Нурлат районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Владимир Ванчурин пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, хӗç-пӑшал парас текенсене Росгвардин лицензи илме ирӗк паракан центрăн районти уйрӑмӗсенче кӗтеççӗ. Ведомство специалисчӗсем процедура мӗнле иртнине ӑнлантарса парӗç, кирлӗ документсене пуçтарма пулӑшӗç. Хусанта пурӑнакансен Росгвардин Тутарстанри управленийӗн Лицензи илме ирӗк паракан центрне (Хусан, Лазарев урамӗ, 16-мӗш çурт) каймалла.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев