Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатсем илемлӗ кӑтартма пӗлеҫҫӗ

Сӑмах калакансем нумай ҫынна тӗрлӗ организацин хисеп хучӗсене парса чысларӗҫ, ҫав шутра "Сувар" хаҫата ҫырӑнтарассипе мала тухнӑ почта ӗҫсенӗсене те.

Нурлатра район Уявӗ иртрӗ.
Халӑх уявӗ вӑл халӑх чунӗ. Ҫавӑнпах пулӗ Уяв чӑвашсен чи пысӑк савӑнӑҫлӑ праҫникӗ шутланать.
Райцентр лапамне йышлӑ хӑнасем пухӑннӑччӗ. Йӑлтах хӑйӗн йӗркипе иртет, нурлатсем йӑлана пӑсмаҫҫӗ: Фатих Саубанович пуҫларӗ Наиль Шакировичпа Равиль Афраимович ҫӗре ӳкермеоӗҫ Уяв ялавне, Алмаз Салимович малалла тӑсать.
Ял канашӗсем те, культура ҫурчӗсем те кашнийӗ тӗрлӗ тематикӑпа хӑйсен кӗтессисене йӗркеленӗ.
Нурлат Уявӗн хисеплӗ хӑнисен хушшинче ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Аксу районӗн пуҫлӑхӗ Камиль Гильманов, ТР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ Александр Огонев, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Абруков, "ТатРитекнефть" компанийӗн директорӗ Николай Нефедов, "Зюзевнефть" компанин ертӳҫи Шамиль Ягудин, ТР ЧНКА Канашӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев, Аксу районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Роза Чентаева, Чӗмпӗрсен Шупашкарти ентешлӗхӗн ертӳҫи Александр Вражкин, Самар облаҫӗнчи чӑвашсен ертӳҫисенчен пӗри Николай Сидоров генерал тата ыттисем пурччӗ.

Уяв Нурлатра яланхи пек иртет. Гаишниксем машинасене таҫтан ҫавӑрса яраҫҫӗ. 10 ҫул ытла тӑтӑш ирттернӗ хыҫҫӑн мӗн-тӗр ҫӗннине шутласа кӑлӑрма йывӑр, паллах. Фотозона пулнӑ, купӑсҫӑсен ӑмӑртӑвӗ пулнӑ, пикесен конкурсӗ те ҫӗнӗлӗх мар. Ача-пӑча площадки, сӑра тӑвакансен, ҫӑнӑх авӑртакансен лаҫҫи, чӑваш кил-йышӗ – пуҫлӑхсемпе хӑнасен маршручӗ вӗсен витӗр иртрӗ. Процесси уяв хапхинчен кӗрсе чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ "урампа" утать. Нурлатри "Туслӑх" хаҫат 90 ҫул тултарнине Уяв хӑнисем викторинӑна хутшӑнса паллӑ турӗҫ. Кашни интерактивлӑ вырӑншӑн яваплӑ ҫынсем пирӗн халӑхӑн интереслӗ йӑлисене кӑтартма тӑрӑшрӗҫ.
Нурлат районӗн пуҫлӑхӗ Алмаз Салихов хӑйӗн салам сӑмахӗнче чӑвашла пӗр-ик ҫавӑм кӑна мар, чылай предложенисем вуласа парса халӑха самай тӗлӗнтерчӗ те, савӑнтарчӗ те. Тӑван чӗлхесен ҫулталӑкне лайӑх хатӗрленес тенӗ пуҫлӑх. Вӑл хӑйӗн докладӗнче тенчере палӑрнӑ чылай  Нурлат чӑвашӗн хушаматне асӑнчӗ. Нурлат хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Кашкаров хӑйӗн саламлӑ сӑмахне чӑвашла пуҫласа чӑвашлах вӗҫлерӗ. Сӑмах калакансем нумай ҫынна тӗрлӗ организацин хисеп хучӗсене парса чысларӗҫ, ҫав шутра "Сувар" хаҫата ҫырӑнтарассипе мала тухнӑ почта ӗҫсенӗсене те. Аксу районӗн пуҫлӑхӗ пурне те июлӗн 10-мӗшӗнче Аксура иртекен республика Уявне чӗнчӗ.
Пӗчӗк ачасен ҫуллахи ташши, усалсем ан тухса ан кансӗрлеччӗр тесе ҫӗре ҫапнӑ савӑл, хӗвеле май ҫаврӑнакан Уяв карти,  Вячеслав Христофоровпа "Янра юрӑ" ушкӑн – пӗлеҫҫӗ нурлатсем илемлӗ кӑтартма.
Александр Ононев парнисемшӗн иртекен Кӗрешӳ турнирӗнче 65 ача вӑй виҫрӗ. "Уяв пикинче" Хуралту хӗрӗ ҫӗнтерчӗ.
Пӗлекен ҫынсем асӑрхаттараҫҫӗ:
Уява пӗрре ирттерме тытӑннӑ-тӑк, чарӑнма, йӑлана пӑрахма юрамасть.
Тӑтӑш ирттерсен вӑл хӑват парса тӑрать. Ирттермесен – этемӗн вӑй-халне илет.
Юлашки ан пултӑр.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев