Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатсем районти Чăваш наципе культура центрне ертсе пыма Галина Терентьеванах суйларӗç

Мартăн 21-мӗшӗнче Нурлатри Туслăх Çуртӗнче районти Чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Унта Чăваш чӗлхи учителӗсем, ача сачӗсенче ӗçлекенсем, культура учрежденийӗсенче тăрăшакансем, общество ӗçне хастар кӳлӗнекенсем хутшăнчӗç.

Пухăва Нурлат район пуçлăхӗн çумӗ Линар Маняпов, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев хутшăнчӗç. Конференцие ертсе пыракан Галина Терентьева отчет докладӗнче иртнӗ çулсенче тунă ӗçсем çинчен пӗлтерчӗ. Вăл тӳрех çак ӗçшӗн тӳлеменни çинчен пӗлтерчӗ.


Апла пулин те, ытти районсенчи чăваш центрӗсемпе танлаштарсан, Нурлат чăвашӗсем аталану çулӗпе ăнăçлă утнине палăртма пулать. Район центрӗнчи 3 ача садӗнче чăваш ушкăнӗсем пур, хулари 4 шкулта чăвашла вӗрентме тытăннă. Анчах та чăваш чӗлхине Нурлат районӗнчи чăваш ачисенчен 33 проценчӗ кăна вӗренет. Районти чăваш вӗрентекенӗсен методпӗрлешӗвӗн ертӳçин сăмахӗсемпе, Нурлат тăрăхӗнчи чăваш ялӗсенче ачасене вырăс шкулӗсем валли хатӗрленӗ чăваш чӗлхи кӗнекисемпе вӗрентӳ пособийӗсем кирлӗ, мӗншӗн тесен çакна вӗсен пуплевӗ çирӗплетет. Хăйсен хушшинче чăвашла калаçакан ачасем вара çитӗнӳсем тăваççӗ — вӗренӳре те, пултурулăхра та. 


Акă, тӗслӗхрен, Киклӗпуç шулӗнче вӗренекенсене илер. Вӗсем нумайăнах мар, çапах та пур. Шкулта лайăх вӗреннисӗр пуçне ачасем чăвашла театр студийӗ те йӗркеленӗ. Вӗсене çăмăл, мӗншӗн тесен килӗсенче чăвашла калаçаççӗ. Çакăн çинчен вырăнти Культура çурчӗн ертӳçи Раиса Абрамова каласа пачӗ. Тен, чӗлхене упраса хăварас çак меслет тӗрӗс-тӗр те, театрта шухăшламасăр калаçма çук. Çакăн çине пусăм тăваççӗ те аслисем кӗçӗннисене пирӗн чӗлхе илемӗпе янравлăхӗ патне явăçтарнă чухне. Чӗлхе пурăнтăр тесен велосипед шутласа кăлармалла мар, унпа калаçмалла.


Пуху Нурлат районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн çӗнӗ Канашне, Ваттисен хуралне суйларӗ. ЧНКЦ председателӗ пулма Галина Терентьеванах сасăласа çирӗплетрӗç. Мартăн 30-мӗшӗнче Хусанта иртекен ТР ЧНКАн отчетпа суйлав конференцине хутшăнма делегатсем те суйларӗç нурлатсем.

Юлашкинчен К.А. Малышев Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу кӳнӗ вырăнти хастарсене ТР ЧНКА Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.

Д.Ильдиярова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев