Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Науруз — 2024

Паян, мартăн 20-мӗшӗнче кунпа çӗр танлашать


Ытти çулсенче çак пулăм мартăн 21-мӗшӗнче пулса иртетчӗ, кăçал çулталăк тӗкел çул пулнипе кунпа çӗр маларах танлашрӗç. Пирӗн мăн-мăн асаттесем-асаннесем çуркунне çак кунран пуçланнă тесе Çӗнӗ çула уявланă.

Мартăн 23-мӗшӗнче Галиасгар Камал ячӗллӗ театр умӗнчи тӳремре 12.00 — 15.00 сехетсенче Науруз Республика уявӗ иртет. 

Ăна йӗркелесе ирттерме Тутарстан халăхсен Ассаблейинчи Азербайджан, Афганистан, Пушкăрт, Дагестан, Иран, Казах, Кăркăс, Таджик, Турци, Туркмен, Узбек тата ытии халăхсен наци культура автономийӗсем хастар хутшăнаççӗ. Çак кун пӗр площадкăра нумай наци халăхӗн культурипе, йăли-йӗркипе паллашма пулать. Тӗп сцена çинчи пысăк концерт программине наци культура пӗрлешӗвӗсен коллективӗсем, уйрăм юрăçсем хутшăнаççӗ.
Хăнасене Наурузăн апачӗпе — пловпа хăналаççӗ. Тӗрӗк халăхӗсен вăййисене хутшăнма чӗнеççӗ. 

Уявра «Науруз гузэлэ» Науруз пикине суйлаççӗ. Хăйсен пултарулăхне, халăх тумӗсене наци пӗрлешӗвӗсенчи чи илемлӗ хӗрсем кăтартаççӗ. 2023 çулта «Науруз гузэлэ» титула Чăваш наци культура автономийӗн чипер хӗрӗ ‎Юлия Еремеева çӗнсе илнӗ.

Уява Тутарстан халăхсен Ассамблейи тата Халăхсен Туслăх çурчӗ ТР Культура министерстви тата Хусан Ӗçтăвкомӗ пулăшнă. 

Татьяна Васильева.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА архивӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество