Общество организацийӗсене конкурса чӗнеҫҫӗ
Грантсем илмелли конкурсӑн направленийӗсем ҫинчен ТР ӗҫпе ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова каласа пачӗ
Тутарстанри Ӗҫ, ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви 11-мӗш ҫул ТР Министрсен Кабинечӗн гранчӗсене илме коммерциллӗ мар организацисен хушшинче конкурс ирттерет. Ҫулсерен унта 200 яхӑн общество организацийӗ хутшӑнать. Ытларах Хусантан, Ҫырчаллинчен, Элмет тата Анат Камӑран, Лайӑшран хутшӑнакансем нумай.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 10 проект 45 номинаци вылянтарать. Пӗр организаци пӗр заявка кӑна пама пултарать.
Хӑш-пӗр районсенче грант ҫырма вӗрентекен пӗрлешӳсем те ӗҫлеҫҫӗ, тӗслӗхрен, Пӑвапа Кукморта.
Кӑҫалхи грантсен пӗтӗмӗшле фончӗ 40 млн тенкӗ пулать, ӑна тултарма РФ Президенчӗн гранчӗсен фончӗ те пулӑшать. Ҫавӑнпа та ТР ӗҫ министрӗ конкурса ытларах организаци хутшӑнасса шанать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев