Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Общество Палатинче тӗн халӑхсем ҫине еплерех витӗм кӳнине сӳтсе яврӗҫ

Тутарстанри Общество Палатинче "Атӑлҫи Пӑлхар ислам йышӑнни нумай конфессиллӗ хутлӑх йӗркеленни тата хальхи Раҫҫейӗн Атӑл тӑрӑхӗнчи культура диалогӗ ҫине витӗм кӳни" темӑпа ҫавра сӗтел иртет

Ӑна Общество Палатин председателӗ Зиля Валеева уҫрӗ. Доклад вулакансен хушшинче ислам, православи, иудаизм представителӗсем пулчӗҫ. Вӗсем хӑйсен тӗн управленийӗсем пӗрле хутшӑнса ӗҫленӗ тӗслӗхсем илсе кӑтартрӗҫ. Общество религи сферинчи лару-тӑрӑва еплерех хакланине те виҫеҫҫӗ Общество Палатине кӗрекен социологсем. Пӗтӗмӗшле илсен Тутарстанра лӑпкӑ лару-тӑру, уйрӑмах районсенче. 

Тутарстанри нумай чӗлхеллӗ йышра чӑвашсем хӑйсене еплерех туйни ҫинчен Общество Палатин пайташӗ Владимир Иванов каласа пачӗ. Вӑл хӑйӗн докладӗнче ытларах ТР Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫӗ-хӗлне ҫутатрӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев