Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрӗн 31-мӗшӗнче Хусанта йышăнусен эрни пуçланчӗ

Паян 13.00 сехетре «О СОВЕРШЕНСТВОВАНИИ СФЕРЫ ЖКХ НА ФЕДЕРАЛЬНОМ И РЕГИОНАЛЬНОМ УРОВНЯХ» онлайн-трансляци пуçланчӗ. РФ Патшалăх Думин депутачӗ Илья Вольфсон тата ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Çурт-йӗр политикин тата инфраструктура аталанăвӗн комитечӗн пайташӗ Дмитрий Анисимов трансляци эксперчӗсем пулчӗç.

14.00 сехетре Çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвӗсемпе хӗрӳ лини пуçланчӗ. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Çурт-йӗр политикин тата инфраструктура аталанăвӗн комитечӗн пайташӗ Дмитрий Анисимов унăн модераторӗ пулчӗ. 

Ноябрӗн 1-мӗшӗнче Регионри обществăлла йышăну пӳлӗмӗнче темиçе мероприяти иртет. 
10.00 сехетре Çурт-йӗр фончӗ хӗле еплерех хатӗрленни çинчен Республикăри ÇКХ сферинчи обществăлла контролӗн регионри центрӗн ӗç тăвакан директорӗ Дмитрий Романов каласа парӗ. Мероприятине партин йышăну пӳлӗмӗн ВКонтакте социаллă сетьри аккаунтӗнче трансляцилӗç http://vk.vom/erpomogaet16. 
Çак кунах 13.00 сехетре граждансене харкам ыйтусемпе РФ Патшалăх Думин депутачӗсем Олег Морозов тата Айдар Метшин йышăнӗç.  
15.00 сехетре партин http://vk.vom/erpomogaet16 соцсетьри приемнăйӗнче социаллă газификаци ыйтăвӗсемпе çавра сӗтел трансляцийӗ иртӗ. Çак тематикăллă лаптăкăн модераторӗ федераллă парламентарий Максим Топилин пулӗ. Ыйтăва сӳтсе явма Тутарстанри Промышленностьпа суту-илӳ, Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствисен специалисчӗсем, «Газпром Трансгаз Казань» тулли мар яваплăхлă обществон ӗçченӗсем хутшăнӗç. 
Трансляци вӗçленнӗ хыççăн экспертсем çынсене йышăнӗç. 
Ноябрӗн 2-мӗшӗнче ÇКХ услугисемшӗн тӳленӗ вăхăтра граждансене социаллă тӗрев парасси пирки специалистсем «Единая Россия» партин ВКонтактери http://vk.vom/erpomogaet16 приемнăйӗнче тӳрӗ эфира тухса калаçӗç. Калаçу 10.00 сехетре пуçланӗ. Сӳтсе явнă çӗре РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова тата ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствипе республикăри Патшалăх çурт-йӗр инспекцийӗн пӗрремӗш çыннисем хутшăнӗç. Трансляци вӗçленсен экспертсем çынсене йышăнма пуçлӗç. 
Çав кунах граждансене РФ Патшалăх Думине Тутарстанран суйланнă депутат Айран Фаррахов 12.00 сехетрен пуçласа йышăнма тытăнӗ. 

Йышăнусен эрнине ноябрӗн 3-мӗшӗнче «Единая Россия» партин ВКонтактери http://vk.vom/erpomogaet16 приемнăйӗнче «Нумай хваттерлӗ çуртсене тӗпрен юсасси» темăпа онлайн-сӳтсе яву пулӗ. Унта Тутарстанри Патшалăх Канашӗн Çурт-йӗр политикипе инфраструктура аталанăвӗн комитечӗн председателӗ Александр Тыгин тата ТР ÇКХ Фончӗпе республикăри Патшалăх çурт-йӗр инчпекцийӗн представителӗсем хутшăнӗç. Трансляци 10.00 сехетре пуçланать. Тӳрӗ эфир вӗçленсен экспертсем граждансене йышăнӗç. 

Çав кунах 15.00 сехетре тутарстансен ыйтăвӗсене РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ирек Богуславский хуравлӗ. 
Çавăн пекех çак эрнере республикăри Патшалăх Думин депутачӗсем çынсене çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвӗсемпе йышăнӗç. Йышăнăва 8 843
238 1000 номерпе шăнкăравласа çырăнма пулать. Çавăн пекех ыйтусене WhatsApp мессенжерти 89872050063 номерпе тата op@tatarstan.er.ru электронлă почта адресӗпе çырса яма пулать

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев